Çул асăрхануллă пулма хистет
Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха Правительство çуртĕнче иртекен ларура та хускатрĕç. Унта кăçалхи çичĕ уйăхри катартусемпе паллаштарчĕç. Кăçал çичĕ уйăхра çеç çул-йĕр çинче 520 авари пулнă. Инкек алăкран шакканин сăлтавĕ çулсерен пĕрешкел – йĕркене пăхăнманни, хирĕç çул çине тухса кайни, дистанци тытса пыманни. Аманнисен хисепĕ пысăк, 670 ытла çын шар курнă. Инкекре 59 çын пурнăçĕ татăлнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, вилекенсен хисепĕ ик хут сахалтарах. Çак кăтарту 2018-мĕш çултан чакса пырать. Апла пулин те ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Аварисене тишкерсен çакă курăнать – çуран утакана çапса кайни тата чарăнса ларнă транспорт çине пырса кĕни, пассажир тухса ӳкни, çулран тухса кайни пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ӳснĕ. Çул çинчи лару-тăру ан çивĕчлентĕр тесе республикăра самай тăрăшаççĕ. Чăваш Республикин çул-йĕр хуçалăхĕпе транспорт министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин каланă тăрăх, кăçал çурла уйăхĕччен 532 çул-йĕр паллине улăштарнă, 29-шне çĕннине лартнă. Çулталăк вĕçлениччен тумалли ĕçсем татах та пур: çул çине паллăсем лартмалла, хӳмесем тытмалла, çуран утакансем валли хӳтĕлев хатĕрĕсене вырнаçтармалла. Юлашки вăхăтра çул çинче йĕркене пăснине ӳкерсе илекен хатĕрсем вырнаçтарма пуçларĕç. Кăçал çеç çак ĕçе пурнăçлама республика хыснинче 191 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çулталăк вĕçлениччен 18 вырăнта фото тата видео ӳкерекен стационарлă комплекс вырнаçтармалла. Пĕтĕмпе вĕсен хисепĕ Чăваш Енре 200-тен те иртет. Вĕсене ытларах водительсем çул-йĕр правилине пăснă вырăнсене лартаççĕ. Çак аварисен шутне чакарма май парать