Добавить
Уведомления

Рекорд çирĕплетнĕ

Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ малалла пырать. Кунсерен тупăшу шайĕ хĕрӳленет. Сумлă ăмăртăва 70 регионти 800-е яхăн спортсмен хутшăнать. Пирĕн ĕçтешсем те кунĕн-çĕрĕн чемпионат пурнăçне кӳленсе «Олимпийский» стадионта кашни пулăма тимлĕ сăнаççĕ. Чăваш Ен чысне чемпионатра 13 спортсмен хӳтĕлет, 6 атлет вара хăйсем тĕллĕн хутшăнаççĕ. Ăмăртусен 2-мĕш кунĕнче çӳллĕше сикес енĕпе хĕрарăмсен финалĕ иртрĕ. Старта Олимп чемпионĕ Мария Ласицкене те тухрĕ. Икĕ метр çӳллĕше вăл 3 хут сиксе çĕнме пултарчĕ. Кăмăл тулнăран савăнăçне пытараймарĕ, куççульне те тытса чараймарĕ. 3 хутчен Олимп чемпионки тÿрех парăнма хăнăхман, çӳллĕрех те çӳллĕрех сикме ăнтăлчĕ. Çапах та 2 метр та 4 сантиметр çӳллĕшне парăнтараймарĕ. Куракансем вара сĕм çĕрлеччен хăйсен юратнă спортсменĕсене хавхалантарма та хатĕр. АНАТОЛИЙ МИЛЛИН: «Пирĕн миçемĕш çул яланах çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионатне лайăх ирттереççĕ. Спортсменсем пирĕн хулана юратаççĕ. Сборсене кунта ирттереççĕ. Вĕсем хăйсен кăтартăвĕсене ытларах Шупашкарта кăтартатпăр теççĕ. Мана ку питĕ савăнтарать». Геннадий Солин тĕнче шайĕнче паллă чăваш тренерĕ патĕнче Ардалион Игнатьев командинче чупнă. Шупашкарти çăмăл атлетика енĕпе иртекен Раççей чемпионатне мăнукĕсемпе пĕрле килнĕ. ГЕННАДИЙ СОЛИН: «Çак ăмăртăва пăхма эпир ялан килетпĕр. Эпир ялан савăнатпăр, мухтанатпăр, питĕ лайăх ĕçлеççĕ. Çак ăмăртусене мăнуксемпе курма килетпĕр. Хавасланса ларатпăр». Чăваш Республикин спортсменĕсенчен чăрмавсене парăнтарса чупас енĕпе Александр Алексеева палăртма пулать. Етĕрне каччи хăйĕн рекордне 11 çеккунт лайăхлатнă. Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Ăмăртăвăн виççĕмĕш кунĕнче 10 медаль комплектне выляттарма палăртнă. Унта Чăваш Енрен çӳллĕше сикессипе Сергей Морозов тата Виктор Максимов спринтер тупăшаççĕ

12+
57 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии