Хăрушсăрлăх пĕрремĕш вырăнта
Тĕнчери лару-тăрăва шута илсе Чăваш Енре хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе улшăнусем кĕртнĕ. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи терроризма хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комисси ларăвĕнче калаçрĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕрентӳ учрежденийĕсенчен умлă-хыçлă темиçе кун ачасене эвакуациленине каларĕ. «Садиксемпе шкулсене суя çырусем килеççĕ пулин те, тимлĕхе çухатмалла мар. Хăрушлăха кĕрсе ӳкес мар тесе эпир йĕркепе килĕшӳллĕн ĕçлĕпĕр», – палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Терроризма хирĕç кĕрешессипе хушма мерăсем те йышăннă. Ку хăш-пĕр объектсене тата çын нумай çӳрекен вырăнсене пырса тивет. Ларăва пухăннисем студентсемпе профилактика ĕçĕсем иртерессине те калаçрĕç. Çавăн пекех республикăри вĕрентӳ учрежденийĕсенче пĕлӳ пухакан ют çĕршывран килнĕ студентсемпе те. Информаци хăрушсăрлăхне вăйлатма пĕлтĕр чӳк уйăхĕнче хăрушсăрлăхпа профилактика центрĕ уçăлнă. Çакă çул çитменнисемпе ĕçлеме май парĕ. Республикăри промышленность предприятийĕсене те пысăк тимлĕх уйăрĕç