Финанс министерствин анлă ларăвĕ иртрĕ

Иртнĕ çул республика хыснинче мĕнлерех улшăнусем пулнă? Тупăшсемпе тăкаксем тата 2022-мĕш çула лартакан тĕллевсем çинчен тĕплĕнрех Правительство çуртĕнче иртнĕ Чăваш Республикин финанс министерствин анлă ларăвĕнче тишкерчĕç. Унта район-хула администрацийĕсенче финанс пайĕнче вăй хуракансем те хутшăнчĕç. 2021-мĕш çулта çĕршывра та, республикăра та кăшăллă вируспа çыхăннă ыйту сахал мар пулнă. Çавна май укçа-тенкĕ енчен те ытларах эпидеми лару-тăрăвне пула шар курнă тытăмсем тимлĕхре пулнă. Сывлăх сыхлавне çеç пĕлтĕр 1 миллиард та 335 миллион тенке яхăн нухрат уйăрнă, кăçалхи çулăн пĕрремĕш кварталĕнче кăшăллă вируспа кĕрешме пулăшас тĕллевпе те 500 миллионпа тенке яхăн укçа пăхса хунă. Пĕчĕк тата вăтам услама та налук тÿлессипе çыхăннă тĕрлĕ çăмăллăх кĕртнĕ. Бюджетсем хушшинчи трансферт 10 процент таран ÿснĕ. «Эпир муниципалитетсене укçа-тенкĕ енчен май килнĕ таран пулăшса пытăмăр. Вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пурнăçлама 1 миллиард тенкĕ уйăртăмăр», – палăртрĕ Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков. Район-хулара газпа çыхăннă тăкаксем те сахал мар пулнă, вĕсене татса пама тÿр килни те пĕлтĕрĕшлĕ пулнине палăртрĕ вăл. Ларура халăхăн финанс пĕлÿлĕхне ÿстерес ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Ку енĕпе специалистсем пĕлтĕр «Финанас консультацийĕ» программа пулăшнипе пĕлÿ илнĕ, çамрăксем те пилот шкулĕсенче пуçарнă предметсенче укçа-тенкĕпе перекетлĕн усă курма вĕреннĕ. Кăçал вара аслă ăрурисен, инвестор ĕçне пуçаракансен, ял çыннисен тата ултавçăсен аллине лекме пултаракансен финанс пĕлĕвĕн шайне ÿстерме тĕрлĕ хушма ĕç пуç йĕркелеме палăртаççĕ. Юлия Адюкова, Георгий Кривошеин

12+
25 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии