«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2022» иртрĕ
Йĕлме йĕлтĕр, йăлтăр-ялтăр, шуса тухрăмăр хире! Чăваш Енре «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2022» чупу иртрĕ. Йĕлтĕре кăмăллакансем кăçал 40-мĕш хут пуçтарăнчĕç. Спорт уявне 40 000 ытла çын хутшăнчĕ. Малтан мала ыткăнаççĕ спортсменсем. Стартранах пĕрремĕш пулма ăнтăлаççĕ вĕсем. Александр Никоноров вунă çул ытла йĕлтĕрпе туслă. Унăн çывăх çыннисем те ку спорт тĕсĕпе палăрнă. Амăшĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ, ашшĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ. «Аттепе анне маншăн пысăк тĕслĕх. Манăн вĕсем евĕр пулас килет», – палăртать Саша. Пилĕк çухрăм чупассипе вун сакăр çула çитмен яшсен йышĕнче вăл çĕнтерӳçĕ пулчĕ. АЛЕКСАНДР НИКОНОРОВ: «Йĕлтĕрпе ярăннă чухне мана вăйлăрах, хăвăрт кайни килĕшет. Хăвăрт йĕлтĕрпе пынă чухне хама савăнăçлăрах туятăп». Спортсменсемпе пĕрлех старта сывă пурнăç йĕркине тытакансем тухрĕç. Вĕсем спорт уявĕнче кăна мар, ытти кун та йĕлтĕр сыраççĕ. ИРИНА КУДРЯШОВА: «Эпир ГКЧС сотрудникĕсем çакăн йышши спорт мероприятисене питĕ хастар хутшăнатпăр. Хутшăнас текенсем пирĕн кашни çул нумайлансах пыраççĕ. Спорт енĕпе эпир, чăнах та, питĕ туслă. Хамăрăн сывлăха çирĕплетесси веçех хамăртан килет». Пирĕн сывлăх хамăр алăра. Çак сăмахсене чупăва килнĕ кашни çын тĕпе хурать. АНАТОЛИЙ СОФРОНОВ: «Çак мерпоприятинче эпĕ 2005 çултанпа хутшăнатăп. Манăн калпакки те пур хампа пĕрле. Йĕлтĕрпе чупни мана сывлăх парать. Эпĕ хама лайăх туятăп. Ĕçре те, килте те, ялта та, хулара та». Спорт уявне чылайăшĕ çемьепех килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕслĕх кăтартса йĕлтĕрпе туслаштараççĕ. ЕВГЕНИЙ НЕМЦЕВ: «Яланах эпир хутшăнатпăр çакăн пек мероприятисене. Пирĕн тата çемьере икĕ хĕр. Вĕсем те кашнинчех хутшăнаççĕ. Вĕсем ĕнер чупнă. Паян шкула каймалла, килеймерĕç. Ппĕчĕкки пирĕн пĕр çавра кайса çаврăнса килчĕ хăех. Вĕренесшĕн. Килĕшет ăна». Чупăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Старта тухиччен вăл çан-çурăма çемçетрĕ, маршрутпа паллашрĕ. «Йĕлтĕр аван шăвать, çанталăк та савăнтарать», – палăртрĕ вăл. Олег Николаев тӳрех мала илчĕ. Çăмăллăн, кашни кун йĕлтĕр çине тăнă евĕр, чылайăшне хыçала хăварса, çухрăм хыççăн çухрăм парăнтарчĕ республика ертӳçи. – Енчен те спортпа физкультурăпа тĕрлĕ мерпориятисене хутшăннă чухне яланах шалти вăй çуралса çитĕнсе пырать темелле. Уйрăмах çавнашкал халăхпа тухсассăн, пурте пĕр пек шухăшласассăн çак туйăм нумайрах вăйлăрах аталанать. Йĕлтĕр сырнă кашни çынна çĕнтерӳçĕ теме пулать. Сывă пурнăç йĕркине суйлани, халăхпа пĕрле ярăнни кашнинех вăй парать. ЕКАТЕРИНА ЮРЬЕВА: «Икĕ çухрăм тренировкăсăр чумпа йывăртарах, аняах вăйлă илтĕмĕр». Эпидемиологи лару-тăрăвĕ çивĕч пулнăран тăватă муниципалитетра спорт уявне пуш уйăхĕнче ирттереççĕ. Ку йыша Красноармейски, Çĕмĕрле, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсем кĕреççĕ. Алексей Зотиков, Николай Скворцов, Никита Павлов