Çамрăк профессионалсем тупăшĕç
Нарăс уйăхĕн 15-19-мĕшĕсенче «Çамрăк ăстасен» уçă чемпионатăн регионти ăмăртăвĕ иртет. Тĕрлĕ профессие алла илекенсем ятарлă лапамсенче хăйсен ăсталăхне кăтартĕç. Халĕ шăпах хатĕрленӳ ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсем вĕрентӳ министерствин лапамĕсенче иртĕç. Студентсемпе шкул ачисен пултарулăхне Елизавета Цветкова хакларĕ. Хĕрлĕ, симĕс, сарă тĕслĕ коктейль тăвас тесен мĕн хушмалла? Тутлă шĕвек илемлĕрех курăнтăр тесен мĕнле çырла хумалла? Ку вăрттăнлăхсене шкул ачисем пĕр-пĕр барменран та лайăх пĕлеççĕ. 9-меш класра вĕренекен Марина Егорова пулас профессие суйласа илнĕ те ĕнтĕ. МАРИНА ЕГОРОВА: «Çак конкурсра мана вĕрентекен хутшăнма сĕнчĕ. Кунта эпир салфеткăсем хума тата коктейльсем тума вĕренетпĕр. Мана питĕ килĕшет. Çак конкурсра хутшăнни мана малашлăхра та кирлĕ пулма пултарать». Çамрăк ăстасем хăйсен ăсталăхне 11 вĕрентӳ лапамĕнче катартĕç. Вун-вун профессире хăйсен вăйне тĕрĕслĕç. Каччăсем ытларах «Кăмака купаласси» юхăма кăмăллаççĕ. АНДРЕЙ МАЛЕЕВ: «Эпир кунта кашни кун хатĕрлентепĕр. Кирпĕч хума вĕренетпĕр. Кунта хутшăнакансем темиçе çул çĕнтерсе пыраççĕ. Эпĕ те ку çул çĕнтерме питĕ тăрăшатăп». Вуннăмĕш хут иртекен чемпионат тепĕр эрнере вĕçленет. Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче тупăшăва хутшăннă 500-е яхăн вĕренекенрен чи ăстисене, Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнакансене палăртĕç. Елизавета Цветкова, Милена Алексеева, Игорь Зверев