Шкул хута кайĕ-ши?
Пĕлӳ çуртне вăхăтра хута ярасси пысăк иккĕленӳре. Сăмах Чăваш Ен тĕп хулинчи «Сад» микрорайонти шкул пирки пырать. Ăна 2020-мĕш çултанпа çĕклеççĕ, анчах та çуртăн çуррине те хăпартайман. Лару-тăрăва тишкерме Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Дмитрий Захаров строительство ĕçĕсем пынă вырăна çитсе курчĕ. Малалла – тĕплĕнрех. Объектра хĕрӳ ĕç пырать тесе калама çук. Подрядчик сăмахĕпе кунта сахалтан та 70 çын ĕçлет-мĕн, анчах та ĕç тухăçлăхĕ вĕсен курăнсах каймасть. Иртнĕ çултах тумалли ĕçсене графикпе килĕшӳллĕн халĕ те пурнăçламан. ВИКТОР ИВАНОВ: «Çак самантра ĕç йĕркинчен юлса пыни куç кĕрет. Иккĕмĕш блокăн никĕсне хывман, колонна хăпартман, çивиттине плитасемпе витмен, бассейн çĕклемен». Шкулăн 40 процентне çĕкленĕ. Ĕçсен хăвăртлăхне ӳстермесен кăçал шкул хута каймĕ. Çакна шута илсе подрядчика икĕ сменăпа ĕçлеме, строительсен шутне икĕ хут ӳстерме сĕнчĕç. Ĕçсем мĕнле пынине Чăваш Республикин вĕренӳ министрестви тимлесех тăрĕ. ДМИТРИЙ ЗАХАРОВ: «Пирĕн тĕп тĕллев – подрядчик шкула туса пĕтерме хатĕррине пĕлесси. Енчен те вăл эпир хушнине пурнăçламасть пулсан пирĕн килĕшĕве пăрахăçлама тивет». Аса илтеретпĕр, «Сад» микрорайонти шкулта 1650 ача ăс пухмалла. Объектра халĕ иккĕмĕш подрядчик ĕçлет. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне палăртнă ĕçсен 60 процентне пурнăçлмалла. Алексей Зотиков, Милена Алексеева, Николай Скворцов