Тĕрев укçи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен

Сахал тупӑшлӑ ҫемьесенче ҫитĕнекен 8-17 çулсенчи шкул ачисем валли ҫӗнӗ пособие ҫу уйăхĕнче тӳлеме тытӑнӗҫ. Кун пирки Раççейĕн премьер-министрĕ Михаил Мишустин пӗлтернӗччĕ. Пособие ҫу уйăхĕнче тин тӳлеме пуҫлаҫҫӗ. Ăна тӳрех ака тата çу уйăхĕшĕн илме май пулĕ. Республикăра çак тĕревпе 8-17 çулсенчи 54 пин ача пособи илме пултарĕ. Ку республикăра пурăнакан çак ӳсĕмри хĕр-каччăн 40 проценчĕпе танлашать. Пурĕ çак тĕллевсене пурнăçлама кăçал 4 миллиард тенкĕ уйăрнă. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа пĕтĕмĕшле çăмăллăхсемпе тивĕçтерекен портал урлă 8 çултан пуçласа 17 çулхи ачасемшĕн илекен пособие заявлени тăратмалла пулать. Çак заявленисене çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен йышăнма пуçлаççĕ. Халĕ çак порталта заявленине тест режимĕпе тултарма май пур». Çемьере çын пуçне 10 756 тенкĕрен сахалрах тухать пулсан çак тĕрев укçине илме май пур. Çав тĕллевпе ашшĕ-амăшĕн халех заявление çырмалла. Унтан çу уйăхĕнчен вĕсене шута илĕç. Уявсене пула ĕç чарăнмасть. Нумай енлĕ пулăшу паракан центрсен, Раççей Пенси фончĕн уйрăмĕсен, Чăваш Енри ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерствин ĕçченĕсем социаллă казначейство тĕслĕхĕпе ĕçлесе заявленисене пăхса тухĕç. Регина Кубайкина, Павел Иритков

12+
62 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии