Пĕр пек пулма кирлĕ мар
Паян Шупашкарта пĕтĕм тĕнчери «Пĕр пек пулма кирлĕ мар» фестиваль уçăлчĕ. Ырă пуçарăва çĕршыври 15 регионтан пултарулăх ушкăнĕсем килсе çитнĕ. Кăçалхипе вăл 7-мĕш хут иртет. Театр ĕçченĕсем хăйсем те хăйне евĕрлĕ ачасемпе ĕçленĕ чухне пултарулăхра çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ тăрăхран килнĕ артистсем спектакльсемпе, семинарсемпе, ăсталăх класĕсемпе савăнтарĕç. Сывлăх енчен хавшак ачасем валли йĕркеленĕ форум утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. 10 çулхи Максим чăваш эрешне шăрçаран пуçтарать. Ăсталăх класĕнче хутшăнса вăл кăмăлне çĕклерĕ, çĕнĕ юлташсем тупрĕ. РЕНАТА СЕРГЕЕВА: «Фестиваль пирки пире шкултан каларĕç. Хаваспах хутшăнма кăмăл турăмăр. Питĕ килĕшет. Чăваш орнаментне тăватпăр, элементне. Ачана кăмăла кайрĕ». Сусăр ачасен аталанăвне Пукане театрĕн ĕçченĕсем те хăйсен тӳпине хываççĕ. Фестиваль кашни çул аталанса пырать. Ăна йĕркелекенсем сывлăх енчен хавшак çынсене ыттисемпе пĕр тан туйма майсем туса параççĕ. ЮРИЙ ФИЛИППОВ: «Кунта питĕ нумай семинарсем. Вĕрентӳ семинарĕсем. Ятарлă экспертсем килнĕ. Вĕсем ĕнтĕ мĕнле ĕçлемеллине ăнлантараççĕ. Экспертсенчен пĕри вăл халь çитĕнсе çитнĕ. Вăл та хĕвеллĕ ача. Вăл та хăйĕн тавракурăмĕпе паллаштарать. Вăл мĕнле ĕçлемелле, мĕн кирлине каласа парать. Çав ĕнĕпе ĕçлеме малалла мĕнле аталанмаллине. Малалла татах та кĕркунне пирĕн фестиваль пулать. Ун чухне ытларах ушкăнсем килеççĕ, семинарсем мар. Хальхи семинарсене, каламалла ĕнтĕ, кунта кашнинчех вăл онлайн меслечĕпе пырать. Ана пирĕн Шупашкара килсе курайманнисем те интерент урлă пăхма, итлеме пултараççĕ». Искусство чăнласах сипленине тухтăрсем асăрханă. Ачасен кăмăлĕ çĕкленет, вĕсем самантлăха хăйсем больницăра пулни пирки, эмелсем, йывăр процедурăсем пирки манаççĕ. ИРИНА ЛАНГ: «Эпир 3-мĕш шкултан килнĕ. Ачасем лайăх илтмеççĕ, театра çӳреме юаратаççĕ. Эпир паян 5 çын килнĕ, сахалтарах. Пурте килесшĕнчĕ. Кам яла кайнă, кам канма кайнă. Эпир питĕ туслă театрпа. Вĕсем кашни премьерăна кĕтсех илеççĕ, чĕнеççĕ. Пире савăнтараççĕ». Ачасене савăнăç кӳрес тесе артистсем театрсенче çеç мар, республикăри сыватмăшсене, сывлăх енчен хавшак ачасен килĕсене, реабилитаци центрĕсене çитсе спектакльсем кăтартĕç. Елизавета Цветкова, Ольга Артемьева, Игорь Зверев