40 çултан аслăраххисем пăр çинче тупăшрĕç
Вĕсем хоккей ăсталăхне ятарласа туптаман, çапах та çак спорт тĕсĕ вĕсен пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăнă. Шупашкарта 40 çултан аслăраххисем хушшинче йĕркеленĕ «Каçхи хоккей лигин» финалĕ иртрĕ. Спортсменсене хавхалантарма Олимп чемпионĕн ятне тивĕçнĕ Владимир Мышкинпа тĕнче тата Европăн темиçе хутлă чемпионĕ Ирек Гимаев та çитрĕç. Вĕсемпе пĕрле хĕрӳ тупăшăвăн саманчĕсене пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те сăнарĕ. Вĕрентекенсене, инженерсене, тухтăрсене, усламçăсене мĕн пĕрлештерет? Паллах, хоккей. Çак спорт тĕсĕ тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансемшĕн çеç мар, 40, 50, 60 çулхисемшĕн те туслăх вăййи евĕр. Çакна «Каçхи хоккей лигине» хутшăнакан кашни спортсмен çирĕплетме пултарать. МИХАИЛ ВОРОНИН: "Хоккей маншăн вăл - пурнăç. Эпĕ кунта килетĕп, канатăп". Хальхинче пăр çине «Энергия» ушкăнсем тухрĕç. Пĕрешкел ятлă дружинăсене пĕр-пĕринчен «XX-мĕш ĕмĕр» тесе çырни çеç уйăрать. Темиçе теçетке урлă каçнă пулсан та арçынсем алла клюшка тытсан хăйсене яш евĕр туяççĕ, куракансем те вăйăсене пĕр-пĕр тĕлĕнмелле уява кĕтнĕ пек килеççĕ. Нина Киреева, сăмахран, яланах «Энергия» ушкăнра вылякансене хавхалантарать. Кун валли унăн сăлтавĕ пысăк. НИНА КИРЕЕВА: «Мана питĕ интереслĕ, темле вăйлă, лайăх концертран та лайăхрах пек туйăнать, ман ача вылянине пăхса ларни. Эпĕ питĕ савăнатăп, чун савăнса ларать ман уншăн. Вылса илнĕ чухне аллине кун пек çĕклет те, эпĕ те çĕклетĕп, командишĕн вара алă çапса ларатăп ĕнтĕ». Хальхичне çивĕч тупăшура 5:1 шутпа «Энергия. XX-мĕш ĕмĕр» ушкăн çĕнтерчĕ. Вĕсем Чăваш Ен чысне Сочи хулинче иртекен ăмăртура хÿтĕлĕç. Раççей шайĕнчи фестиваль çу уйăхĕнче иртĕ. Юлия Адюкова, Ольга Алексеева, Игорь Зверев