Каллех суйлав

Чăваш Республикинче районсене пăрахăçлаççĕ. Вĕсен вырăнне муниципаллă округсем йĕркелеççĕ. Халĕ çак енпе хĕрӳ ĕç пырать. Вĕсенче кĕркунне суйлав иртмелле. Ял тăрăхĕн депутачĕсем малашне пулмĕç, муниципаллă округ депутачĕсем кăна. Суйлава республикăри кашни политика партийĕ хутшăнма пултарать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи партисем суйлава тӳрремĕн хутшăнаççĕ. Ыттисен çынсенчен алă пуснине пуçтармалла. Суйлава хальлĕхе виçĕ куна палăртаççĕ. Эпидемиологи лару-тăрăвĕ аван пулсан ăна пĕр кунччен чакарма пултараççĕ. Суйлав участокĕсенче сăнав хатĕрĕсĕм вырнаçтарĕç. Вĕсем саккун пăснине çирĕплетме май парĕç. ИГОРЬ МИХАЙЛОВ: «Çавна килĕшӳллĕн эпир те суйлава хатĕрленетпĕр. Авăн уйăхĕнче 19 муниципаллă округ депутатсене суйлас пулать. Çавăнпа та вăхăчĕ самаях пулсан та пирĕн шутпа çак суйлава хатĕрленме малтанах пуçланмалла. Çĕнĕлĕхсем саккуна кĕрсех тăраççĕ. Эпир суйлав комиссийĕн пайташĕсен пĕлӳ шайне хăпартатпăр, семинарсем ирттеретпĕр».

12+
1 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии