Çур хакпа
Вĕренӳ çулĕ вĕçленнипе пĕрех. Умра – çулла. Виçĕ уйăх каникул. Канăва туллин ирттерме ашшĕ-амăшĕ ачисене лагере ăсатать. Патшалăх та çак ăнтăлăва ырлать. Путевкăн çур хакне каялла тавăрса парать. Ку программа иртнĕ çултах пуçланнă. Кăçал ăна малалла тăснă. Программăра хутшăнас тесен ятарлă сайта кĕмелле, тивĕçтерекен ача лагерьне суйламалла. Çул çӳреве çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен палăртмалла, «Мир» карттăпа тӳлемелле. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Кашни канăва саплаштарма май пур. Çӳревсен шутне чарман. Çапах та ачасен лагерьте пĕр сменăран кая мар тата талăкĕпех пулмалла». Лагерьсенче кăшăллă вирус сарăлассипе йышăннă чарусене те пăрахăçлаççĕ. Сăмахран, сменăсене çĕр процент тултарĕç. Тĕрлĕ уяв ирттерме ытти пĕрлешӳрен те чĕнме май пулĕ. Ашшĕ-амăшĕ те шăпăрланĕсене курма килме ирĕк панă. Çапах та хӳтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмалла е сыхлăх эмелне ăша янине çирĕплетекен хут пулмалла