Наци апат-çимĕçĕн фестивалĕ
Комсомольски салинче чăвашсен наци апачĕн уявне паллă турĕç. Республикăри 10 район хăйсен картишĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсене тăван культурăн йăли-йĕркине тĕпе хурса хатĕрленĕ. Сĕт-турăхран, какайран пĕçернĕ çимĕçсен шăрши уяв лапамĕпех сарăлчĕ. Уява Чăвашпотребсоюз тăрăшнипе тата Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Хуплу, пӳремеч, тултармăш, шăрттан, хуран кукли, какай шӳрпи. Чăваш апачĕ тутлă та техĕмлĕ. Кашни çимĕçе хăйне евĕр илемлетнине кура поварсен ăсталăхĕнчен чăннипех те тĕлĕнетĕн. Мĕн тери маттур, ылтăн алăллă, хăйсен профессине чун ыйтнипе суйланă çынсем пурăнаççĕ пирĕн хушăра. НАТАЛЬЯ СЕРГЕЕВА: «Пире килĕшет вăл. Хамăр та юрататпăр. Хăнасем те пирĕн питĕ килĕштереççĕ. Така шӳрпи пирĕн питĕ лайăх каять. Хуплу, вареникисем пирĕн вăйлă усă кураççĕ». Фестивальте ачасене те тăван культурăн апат-çимĕçĕпе паллаштарчĕç. Ача садне çӳрекенсем хуран кукли питĕрме вĕренчĕç. Ăнă тĕрлĕрен хуплама пулать иккен. АННА АЛБУТОВА: «Пире повар мастер-класс кăтартрĕ. Питĕ чаплă. Ачасем питĕ хаваспа пăхса тăчĕç, вĕренчĕç. Кайран ун пек тума тăрăшрĕç. Чусти те питĕ килĕшӳллĕн çыпăçрĕ ачасен аллинче. Хăйсем те тĕлĕнчĕç. Йывăррăн тунă пек туйăнать, анчах та ун пек мар. Питĕ хитре, питĕ хавас уяв пулчĕ пирĕншĕн». МАРИЯ ИЛЛАРИОНОВА: «Питĕ нумай çын пуçтарăнчĕç çумăрлă çанталăка пăхмасăр. Çынсем пурте юрларĕç-ташларĕç. Чăваш Енĕн паха апат-çимĕçĕсене тутанса пăхрĕç. Урăхла каласан, канчĕç. Паянхи мероприяти – туслăх уявĕ. Хуран кукли пĕçернĕ вăхăтра мастер-класра хутшăнса хам валли питĕ нумай паха опыт пуçтартăм». Ĕçми-çими чĕлхе çăтса ямалла. Апат пĕçерекенсем пĕри тепринчен маттур. Паха та техĕмлĕ апат-çимĕçе тутанса пăхнă хыççăн чи тутлă пĕçерме пĕлекенсене палăртрĕç. АЛЬБИНА МАРЫШЕВА: «Эпир паян кунта «Вкус Чувашии» конкурсра Гран-при выляса илтĕмĕр. Пирĕн пысăк команда ĕçленĕ кунта. 3-4 килтĕмĕр. Тÿресем пире савăнтарчĕç. Гран-при илнĕшĕн эпир питĕ савăнтăмăр». Наци апат-çимĕçĕн фестивалĕн 2-мĕш тапхăрĕ çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялĕнче иртĕ. Унта республикăри 8 район хутшăнĕ