Добавить
Уведомления

Халех хатĕрленмелле

Котельнăйсене, çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлессипе çыхăннă ĕçсене республикăра вăтамран 59 процент пурнăçланă. Кун пирки Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура Чăваш Енри строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимимр Максимов пĕлтерчĕ. Чăваш Енре – 948 котельнăй. Вĕсенчен 569-шĕнче кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрленсе планпа пăхнă ĕçсене пурнăçланă. Ăшă тытăмĕсен 975 çухрăмĕнчен 554-шĕ тулли хăватпа ĕçлеме хатĕр. Кăçал ăшă çулĕсен 7 çухрăмне улăштарнă – ку палăртнин 34% кăна-ха. Çавăн пекех электротытăм хуçалăхне, шыв пăрăхĕсене, пурăнмалли çурт-йĕре хĕле хатĕрлессипе çыхăннă ĕç калăпăшĕ пысăк. Халĕ çуллахи кунсемпе туллин усă курса вăй хумалла. Хатĕрленӳ шайĕ сакăр районта пысăк. Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Тăвай районĕсенче объектсен 70 процентне йĕркене кĕртнĕ. Йĕпреç, Муркаш, Çĕмĕрле, Çĕрпӳ районĕсем юлса пыраççĕ. Управляющи компанисем те тĕрĕслев витĕр тухаççĕ. Çитменлĕхсем пур-ха. Пĕрисем документсене йĕркене кĕртсе çитермен, теприсем юсав ĕçĕсене тăвассипе уксахлаççĕ. Чăваш Енри финанс министрĕ Михаил Ноздряков, кăвак çулăмшăн тӳлемелли парăмсемпе хăш-пĕр муниципалитетра лару-тăру çивĕч пулнине палăртрĕ. Çак районпа хуласен ертӳлĕхĕсемпе çитес вăхăтра хĕрÿ калаçу пулĕ

12+
14 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии