Добавить
Уведомления

Уй-хирте техника сасси татăлмасть

Çурла уйăхĕ – ял çыннишĕн хĕрӳ вăхăт. Иртен пуçласа каçчен уй-хирте ĕç вĕрет. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре 100 000 тонна яхăн тырă çапса илнĕ. Пĕтĕмĕшле кăçал 547 000 гектар çĕр çинчен тĕрлĕ культура пуçтарса илме палăртаççĕ. Мĕн пур тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртесси – хресченшĕн паян чи пирвайхи тĕллевсенчен пĕри. Пĕлтерĕшне кура вырма мĕнле пынине республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ канашлура сÿтсе яврĕç. Уй-хирте ĕçлеме паян хресчене нимĕн те чăрмантармалла мар: çунтармалли-сĕрмелли шĕвексем çителĕклĕ, техникăна вăхăтра юсаса хатĕрленĕ, çанталăкĕ те лайăх тăрать. Кăçал 303 000 гектар çинчен тырă тата пăрçа йышши культурăсене, 6 000 яхăн гектар çинчен çĕрулми, 962 гектар çинчен пахча-çимĕç пуçтарса илмелле. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «100 000 тонна тырра яхăн çапса илнĕ паянхи кун. Кĕрхи тулăсем лайăх пиçсе çитнĕ тесе каласа хăвармалла. Вĕсен тухăçĕ те пысăк. Паянхи кун вăтам тухăç 1 гектартан 37 центнер. Пĕтĕм тырă туса илнĕ калăпăшне ФГИС «Зерно» текен информаци системи урлă кăлармалла пулать, регистраци туса. Çав система урлă кăлармасан, çав тырра ниçта та сутаймастăн. Çавăнпа та пурин те хатĕрленмелле, нимте пытарма тăрăшмалла мар». Енчен те кирлĕ информацие ятарлă системăна кĕртмесен, çитес çул регион паракан пулăшăва илме май килмĕ. Çавăнпа хуçалăхсене ку енĕпе яваплăрах ĕçлеме сĕнчĕ республика Пуçлăхĕ. Юлия Адюкова, Сергей Емельянов

12+
31 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии