Добавить
Уведомления

Пĕчĕкренех патриотсене ӳстересшĕн

10 çул каялла Чăваш Енре пĕртен пĕр шырав отрячĕ пулнă. Хастар çамрăксем çулсерен йышланса пынă, вĕсен хăйсен вĕренекенĕсем, çак юхăма кĕрсе пыракансем нумайланнă. Халĕ вара 49 шырав отрячĕ, вĕсенче шкул ачисем те йышлă тăраççĕ. Шăпăрлансем аслисемпе пĕрлех археологи шыравĕсене экспедицисене çӳреççĕ. Шырав отрячĕсем тăрăшнипе совет саманинче 90-мĕш çулсенче «Астăвăм кĕнеки» кун çути курнă. Унта 20 000 ытла паттăр ятне кĕртнĕ пулнă. Хальхи вăхăтра Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă салтаксен шăпине тишкерсе çак кĕнекене анлăлатнă – унта 1500 ентеш хушамачĕ хушăннă. ВЛАДИМИР ИВАНОВ: «Студенстем чунне парса хăйсен ĕçне шырав ĕçĕпе çыхăнтарса хăйсен профессипе малалла аталанса пыни пире савăнтарать. Патриотла ĕçсем пурнăçлани пĕтĕм халăха пĕрлешме май парать. Вĕренсе тухнă хыççăн пирĕн студентсем шкула ĕçлеме кайсан патриотла воспитани пама майсем туса парасса шанатăп терĕ». Шкул музейĕсен ĕçĕ-хĕлне çĕнетессипе тĕллевлĕ вăй хураççĕ вĕрентӳ учрежденийĕсем. Совет саманинче йĕркеленĕ музейсенче ют чĕлхе, литература класĕсем йĕркеленĕ пулнă. «Çапах та ĕлĕкхи пысăк пӳлĕмсене каялла тавăрассипе эпир малалла ĕçлетпĕр, шкул ачисем хăйсем те ку енĕпе вăй хума пуçласан вĕсем пĕчĕкренех хăйсен тавралăх историне пĕлсе Тăван çĕршыва юратса ӳсĕç», – терĕ Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров. Кадетсен юхăмĕ те республикăра вăйлă аталанса пынине палăртрĕç координаци канашлăвĕнче. Чăваш Енре хальхи вăхăтра 4 кадет шкулĕ, 215 кадет класĕ шутланать. Çак юхăмра 6 000 ытла çамрăк. Республика Пуçлăхĕ ертсе пыракан патриотла воспитани парассипе ĕçлекен координаци канашлăвĕнче Росгварди сĕнĕвĕпе Шупашкарти 14-мĕш тата 65-мĕш шкулсенче кадет класĕсем уçма палăртнă. «Çĕнтерӳ пуйăсĕ», «Салтак çырăвĕ, «Асăну çурти» тата ытти пуçару анлă иртрĕç республикăра. Вĕсене пур енлĕн çутатма тăрăшатпăр, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче паттăрсене халалланă кăларăмсем хатĕрлетпĕр терĕ Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина. Регина Кубайкина, Георгий Кривошеин

12+
4 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии