Ачасем пулсан та проекчĕсем пĕлтерĕшлĕ

Шыв тасатмалли хатĕр, сурана хăвăрт тӳрлетекен маç, сиплĕ курăксенчен хатĕрленĕ минтер, водород топливипе çӳрекен машина. Çĕнĕ Шупашкарти «Кванториум» ача-пăча технопаркĕнче проектсен ярмăркки иртрĕ. Унта 40-е яхăн çĕнĕ ĕç курма май пулчĕ. Çын организмĕ 60-70 процент таран шывран тăрать. Çавăнпа мĕн ĕçни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Шыв пахалăхĕ Михаил Щербакова тахçанах пăшăрхантарать. Шкул ачи пулсан та таса шывран хакли çуккине вăл аванах ăнланать. МИХАИЛ ЩЕРБАКОВ: «Шыв тасатасси – проектăн тĕп тĕллевĕ. Чи пахи кунта çутçанталăк ресурсĕсене усă курасси». Упасарри, мăк, юханшыв хăйăрĕ. Шăпах çак çутçанталăк пурлăхĕпе пăтранчăк шыва тасатать те 15 çулти çамрăк. Виçĕ сĕркĕч витĕр тухса шыв ĕçме юрăхлă пуласса шантарать вăл. Тӳресем те Михаил проектне пысăка курса хакларĕç. Сăмахран, нефть е унăн продукчĕсем океана юхса тухсан çак проектпа ăна тасатма пулать палăртрĕç вĕсем. Интернет уçлăхĕнче тĕрлĕ проект ĕçе кĕртеççĕ. Çĕнĕ пĕлӳ илме, урăх çĕршыва çитсе курма, тĕнчери музейсемпе паллашма килтен тухмасăрах май пур. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Çар техникипе компьютер умĕнче ларсах паллашма пулать. Çакна тума ятарлă куçлăх кирлĕ. Ку виртуаллă музейра, сăмахран, тимĕр кайăксене пухнă. Кунта Раççей тата Америка самолечĕсемпе вертолетсене танлаштарнă». Ачасен пĕтĕмлетĕвĕпе хальлĕхе Раççейре кăларнă тимĕр кайăксем вăйлăрах. Ют çĕршыв техники пирĕннисенчен кăтартăвĕсемпе аякра тăрать-мĕн. Проекта хатĕрлекенсем кунпа лăпланасшăн мар, ытти çар техникине те тишкерсшĕн. Сывлăх тĕп вырăнта. Анна Гайдуковăшăн ку пушă сăмахсем мар. Çын суранлансан вăл ăна хăвăртрах ура çине тăратма тăрăшать. Çак тĕллевпе вăл сурана хăвăрт тӳрлетекен маç шутласа кăларнă. Ӳте сĕрмелли сиплĕ хутăша ăвăс, кокос çăвĕ, бор йӳçекĕ кĕрет. Уйрăммăн вĕсем çынна сиен кӳреççĕ пулсан, пĕрлештерсен усăллăх. Ярмăрккăри кашни проект пĕлтерĕшлĕ. Чи пахи вара çакна ачасем пурнăçлани. Алексей Зотиков, Георгий Кривошеин

12+
6 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии