Çынсем юр тасатманнипе кăмăлсăр

Хĕллехи вăхăтра Чăваш Енре пурăнакансене мĕн канăçсăрлантарать? Мĕнпе вĕсем ытларах кăмăлсăр? Республика ĕçне тимлекен центр социаллă тетелсенче хăварнă çăхавсене хакланă. 2021-2022-мĕш çулсенче çынсем пурĕ 5442 çыру çырнă. Ытларах çыру Шупашкар хули, ун хыççăн Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче пурăнакансенчен килнĕ. Чи кăсăкалантаракан 10 темăпа Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç, Шупашкарпа Çĕмĕрле районĕсем çăхав хăварнă. АНЖЕЛИКА ИВАНОВА: «Коммуналлă пулăшупа тивĕçтересси. Çул-йĕр тата таврана хăтлăх кĕртесси. Кăçалхи хĕлле çулсене тасатасси чи çивĕч ыйту пулчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Çул-йĕрсене, кил картишĕсене вăхăтра юртан тасатасси. Çак ыйту пĕрремĕш вырăнта. Хулара та, тĕрлĕ муниципалитетсенче те». Çынсене вĕрентӳ, кăшăллă вирус, общество транспорчĕн ĕç-хĕлĕ, социаллă пулăшупа хӳтĕлев, хăрушсăрлăх тата строительствăпа архитектура темисемпе çыхăннă ыйтусене те çĕкленĕ. Елизавета Цветкова, Валерия Егорова, Сергей Емельянов

12+
2 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии