Ыйтусене уçăмлатрĕ
Чăваш Республикин общество палатин пайташĕсем канăçсăрлантаракан ыйтусене уçăмлатма пултарчĕç. Чăваш Енри экономика министрĕ Дмитрий Краснов ĕçлĕ тĕлпулура предприятисене, çавăн пекех пĕчĕк тата вăтам услама пулăшас ыйтăва уçăмлатрĕ, пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, ытти пĕлтерĕшлĕ саманта тимлĕх уйăрчĕ. Чăваш Енре туризма аталантарас ыйтăва мала кăлараççĕ. Агротуризм, экологи, промышленоç туризмĕпе тимлеççĕ. Çакă региона инвестици проекчĕсене илĕртме те май парать. Санкцисен тапхăрĕ республикăри предприятисене çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Ĕçре кирлĕ хатĕрсене чикĕ леш енчен кӳрсе килекен пĕрлешӳсем йывăрлăхсем тӳсеççĕ. Хамăр тăрăхрах туса кăларакан хатĕр-хĕтĕрпе кăлтăксем çук. Политика лару-тăрăвĕ тăнăç пулманран лавккасенчи хаксем те самай ӳснине асăрхама пулать. Хальхи вахăтра лару-тăрăва тимлесех тăрăççĕ. «Лавккасенче кирлĕ таварсен саппасĕсем пур», – палăртрĕç тĕлпулура. Усламçăсене те çăмăлах килмест. Чăваш Енре экономика лару-тăрăвне тишкерсе, предприятисене пулăшса тăма ятарлă штаб та йĕркеленĕ. Федераци шайĕнче банксенчен çăмăллатнă кивçен илес программăсем вăтам услам ĕçне пулăшма тивĕç. Социаллă усламçăсене пулăшмалла та тĕревсем параççĕ