Шупашкарта пăлхав

«Чăваш Ен тĕп хулинчи «Соляной» микрорайонта лăпкă мар. 41-мĕш маршрут водителĕсем пăлхав çĕкленĕ». Çак хыпара паян пирĕн редакцине шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Мĕнпе кăмăлсăр-ха тимĕр утсемпе ĕçлекенсем? Вĕсемпе Алексей Зотиков репортер тĕл пулчĕ. Тахçан пĕрле ĕçлеме пуçланă юлташĕ халĕ тепĕр енче. Вăл тимĕр утсен хуçи. Ахăртнех, тупăш чылайрах илесшĕн. Тен, çавăнпа ăнланасшăн мар вăл тимĕр утсемпе ĕçлекенсене. Тимĕр ута тара илнĕшĕн ытларах тӳлеме тивет халĕ. Унсăр пуçне машинăна çумалла, бака топливо ямалла, касса аппаратне билет лентипе тивĕçтермелле. Вĕçех водитель шалăвĕнчен. Килте çемье кĕтет. Вĕсене çитермелле, ĕçтермелле, тăхăнтартмалла. «Тунти кунран çул укçи хăпарчĕ, саппас пайĕсем те хакланаççĕ». Хăйĕн сăлтавĕсене палăртать тимĕр утсен хуçи. Çапах та тӳлеве кăштах чакарма килĕшрĕ. Чăваш Ен наци телекуравĕн пултарулăх ушкăнĕ килнипе пăлхав вăраха тăсăлмарĕ. Тимĕр утсен хуçи пирĕнпе калаçма кăмăл тумарĕ. Водительсем те хăйсен пăшăрханăвне камера умĕнче уçса памарĕç. Вĕсем паян 10 сехетренпех çӳреме чарăннă. Ку хирĕç тăрура вара шар кураканĕнсем ахаль çынсем. Микрорайонтан ларса тухма вĕсене чăрмавлă пулĕ. Кунта 24-мĕш маршрут, паллах. Анчах та пĕр маршрут пысăк микрорайон валли питĕ сахал. Шупашкар хула администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, маршрутра автобуссем çӳремесен турттаракана штраф тӳлеттереççĕ. Эппин, калаçу вĕçленнĕ теме иртерех. Алексей Зотиков, Никита Павлов

12+
2 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии