Шкулсем çĕнĕлмелле
Чăваш Енре вĕрентӳ çурчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетессипе тимлеççĕ. Ятарлă программăпа шкулсене тĕпрен юсассипе Чăваш Республики сăнав регионĕсен шутне кĕнĕ. Çакна май кăçал та çак ĕç малалла тăсăлать. Чылай шкул 50 процент таран юхăннă. Çакна май пурнăçламалли ĕçсем чылай. Вăрмар районĕнчи Арапуç тата Чулкаç ялĕнчи вĕрентӳ çурчĕсем те юхăннă. Чăваш Республикин вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров кунти лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕ. Ашшĕ-амăшĕн штабĕн пайташĕсемпе хутшăнчĕ. Чулкаç салинчи шкул çуртне 1982-мĕш çултах хăпартнă. Тĕплĕ юсав кунта ирттермен. Кашни çĕнĕ вĕренӳ çулĕ умĕн сĕтел-пукан таврашне улаштаркаланă, сăрăпа илем кĕртнĕ. Анчах та ку çеç çителĕксĕр. Çуркуннепе кĕркунне кунта маччасенчен шыв юхать. Арапуç шкулĕнче те лару-тăру савăнтармасть. 2019-мĕш шкул çурчĕ юрăхсăр пулнипе хупнă, ачасене район центрне леçеççĕ. Ашшĕ-амашĕшĕн те, ачасемшĕн те ку меллех мар. Вĕсем шкул çуртне юсасса е çĕнни хăпартасса кĕтеççĕ. НАТАЛИЯ ИВАНОВА: «Арапуç шкулĕнче паянхи куна ачасем вĕренмеççĕ. Вăл питĕ япăх çурт шутне кĕрет. Çак Арапуç шкул вырăнне тепĕр çĕнĕ шкул çурчĕ тăвасшăн, ăна валли Вăрмар администрацийĕ 2021-мĕш çулта проектпа смета документацине туса хатĕрленĕ, экспертиза кăларнă». Ашшĕ-амăшĕ те, паллах, шкулсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем епле пырассипе, ачасен вĕрентӳ ĕçне еплерех йĕркелессипе кăсăкланаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем пăшăрханаççĕ те. Республикăра юсав ĕçĕсене сăнаса тăма ашшĕ-амăшĕсен штабне йĕркеленĕ. Вăрмар тăрăхĕнче те çак ĕçе аслисем хастар хутшăнаççĕ, лару-тăрăва тишкереççĕ. ИРИНА АЛЕКСЕЕВА: «Эпир çав штаба хамăр патне лайăх вĕренекен, конкурссенче хутшăнакан ачасене кĕртрĕмĕр. Вĕсен шухăш кăмăлне пирĕн пĕлес килет. Вĕсем çĕнĕ проекта мĕнле кураççĕ, çĕнĕ шкула мĕнле кураççĕ. Пĕрле шухăш-кăмăлсене пайлса хитре, лайăх шкул пуласса шанатпăр». Вăрмар салинчи шкулта та юсав кирлĕ. Кунта ĕçсем икĕ тапхăрпа иртеççĕ. Пелтĕр çурт тăррине, шкул тулашне юсанă. Кăсал вара шалти ĕçсене пурнăçлама хатĕр. Ĕçсем вĕçленсен ачасем хăтлă та меллĕ пӳлĕмсенче ăс пухĕç. Палăртса хăвармалла, кăçал пĕтĕмĕшлĕ республикăра 31 шкулта тĕплĕ юсав ирттерĕç. Маргарита Мельникова, Валерия Егорова, Игорь Зверев