Добавить
Уведомления

Хĕле хатĕрленеççĕ — рейд по отоплению

Кăçал авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен çуртсене пăхса тăракан компанисен Республикăри çурт-йĕр инспекцине ăшă памалли тапхăра хатĕррине çирĕплетекен паспортсем кăтартмалла. Коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансем халех яваплă та пĕлтерĕшлĕ ĕçе пуçăннă. Шупашкарти Рихард Зорге урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăракан «Кăнтăр» управляющи компани хĕле 85 процент таран кĕтсе илме хатĕр тесе палăртать. Эпир те ĕç-пуçа вырăна тухса тĕрĕслерĕмĕр. АНДРЕЙ ЯКОВЛЕВ: «Ăшă пăрăхĕсене промывать, прессовать тăватпăр. Юхакан задвижкăсене ревизи тăватпăр. Вентильсене майлаштаратпăр, крыша тăватпăр, дымоходсене майлатпăр. Отопительный приборсене тасататпăр. Кайран кантăксене, чӳречесене çуса майлаштарса хуратпăр. Пурне те çуллахи тапхăрта ремонт тăватпăр». Çапах та мĕн пур палăртнă ĕçе пурнăçлама строительство материалĕсем хакланни ура хурать. Çитменнине, çынсем те коммуналлă çăмăллăхсемшĕн вăхăтра тӳлеме васкамаççĕ. 113 нумай хваттерлĕ çурта пăхса тăракан управляющи компанине çынсен 18 миллион тенкĕ тӳлемелле. 46-мĕш хваттерте пурăнакан Юрий Андреев икĕ çул ĕнтĕ газ тытăмĕнче вăй хуракансене техникăна юсама киле кĕртмест иккен. Пĕлтерӳсене куратăп, çапах та пĕр май ялта пулнăран ятарласа шăнкăравласа чĕнмен тет. ЮРИЙ АНДРЕЕВ: «Кивви, вăл советский, шанчăклă. Плитка ĕçлет. Пĕри япăх çунать. Виçĕ колонки чиперех. Малашне тумалла ĕнтĕ». – Колонка чĕртиччен уçса пăхса тĕрĕслемелле. Тулса ларнă-и вăл е çук-и? Тулса ларнă пулсан тасатмалла. Хутăн тăмалла, ниçта та каймалла мар. Тяга пуррине пĕлтерет. Форточка уçă пулмалла. Акă сире интструкци. Газ пăрăхĕсене тĕрĕслеттернĕшĕн Юрий Андреевăн 773 тенкĕ тӳлемелле пулать. АНАТОЛИЙ ДИМИТРИЕВ: «2022-мĕш çула çитрĕмĕр, çапах пурпĕрех хăшĕ-пĕрисем совет влаçĕ лартнă плитасем лараççĕ. Халăх калать пире питĕ чаплă теççĕ. Чăтăмлă пулнă. Чăнах та, чăтăмлă, анчах запчаçĕсем çукки пирки эпир вĕсене сӳнтеретпĕр. Чи хăрушши – кивĕ колонкăсем». Газ службинче ĕçлекенсене алăк уçманнисен тĕлĕшпе çурт-йĕр инспекцине пĕлтереççĕ. Прокуратурăпа пĕрле вĕсем йĕркене пăсакансене штраф тӳлеттереççĕ. ТАТЬЯНА ЛУКИНА: «Лицензи ыйтăвĕсене пурнăçлайманшăн 20 000 тенкĕрен пуçласа 50 000 тенкĕ таран штраф тӳлеттереççĕ. Должноç йышăнакан çынна 3 çуллăха тивĕçĕсенчен хăтарĕç». АЛЕКСЕЙ КОЗИН: «Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен вăхăт пур-ха. Ăшăпа тивĕçтерекен пăрăхсен тĕлĕшпе, çуртсен алăкĕсене, чӳречисене хăтлăх кĕртесси пирки çитменлĕхсем пур-ха». Шупашкарта пурăнакансем те хĕллехи тапхăра хатĕрленес ĕçе тимлĕхре тытаççĕ. Коммуналлă хуçалăхра, газ службинче вăй хуракансене чăрмавсăр кĕртеççĕ. Людмила Иванова участокри мастерсене паллатăп, çавăнпа кашни тĕрĕслеве вăхăтра иртме тăрăшатăп тет. ЛЮДМИЛА ИВАНОВА: «Халь тӳлесе пĕтерсе килтĕп эпĕ. Ĕнер пенси куçарчĕç. Январьте килчĕç пирĕн пата. Пăтăрмахсем сиксе тухсан тÿрех килеççĕ вĕсем. Туса параççĕ».

12+
18 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии