Добавить
Уведомления

Студентсем, аспирантсем старта тухрĕç

Чăваш Енĕн тĕп хули çăмăл атлетикăпа çĕршыв шайĕнче иртекен çуллахи Универсиадăна йышăнчĕ. Раççейри 34 субъектран 37 спорт ушкăнĕ ăмăртăва хутшăнать. Старта тухакансем – студентсем тата аспирантсем. Чăваш Ен çăмăл атлетикăн çĕршывĕ пулса тăчĕ. Ку ахальтен мар. Шупашкарта çулсерен çӳллĕ шайра пĕлтерĕшлĕ спорт вăййисем, тупăшусем иртеççĕ. Нумаях пулмасть Чăваш Республики хăвăрт утакансен Раççей чемпионатне тата первенствине, Федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен спартакиадин иккĕмĕш тапхăрне йышăннăччĕ тата ытти сумлă ăмăртусене те. 3 кунра каччăсемпе хĕрсем республикăри «Олимпийский» стадионра 35 медаль комплектне илессишĕн финала тухассишĕн вăй виçĕç. Старта тухма спортсмен çеç пулни çителĕксĕр. Студент билечĕпе зачет кĕнеки те пулмалла. Раççейри 37 аслă шкул хăйсен чи пултаруллă, çăмăл атлетикăпа туслă спортсменне янă кунта. Вĕсенчен 7 вĕрентӳ учрежденийĕ 20-шер ăмăртуçă тăратнă. Чăваш Енĕн ике команда. Пĕри – Чăваш патшалăх университечĕн – 15 атлет унта, тепри – Чăваш патшалăх педагогика университечĕн – 19 ăмăртуçă. Чăваш Ен чысне хӳтĕлекенсем кăçал çĕнтерӳçĕсен ретне кĕме çирĕп тĕллев лартнă. АЛЕКСАНДР АЛЕКСЕЕВ: «Çак Универсиадăра хутшăнмашкăн питĕ хавас. Нумай хатĕрленнĕ. Лайăх чупса тухатăп тесе шутлатăп. Универсиадăна пĕрремĕш хут хутшăнатăп. Хамăр команда çĕнтерессе кĕтетĕп». Чупассипе, техника тĕсĕсемпе, хăвăрт утассипе пъедестал çине хăпарассишĕн 76 Раççей спорт мастерĕ, 6 тĕнче класлă спорт мастерĕ тата çĕршывăн 1 спорт мастерĕ тупăшĕç

12+
35 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии