Тӳлев пулать
Украинăра пыракан ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе хутшăнас кăмăллă чăваш каччисенчен «Атăл» наци батальонне йĕркелеççĕ. Вĕсене хавхалантарас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кашнинех пĕр хутчен 200 000 тенкĕ тĕрев укçи памалли çинчен Хушу кăларнăччĕ. Наци батальонне хутшăнас кăмăллисем йышлансах пыраççĕ. Чăваш Республикин çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паян 98 арçын контракт çине алă пуснă. Тата 40 çын кирлĕ хутсене хатĕрлет. Тĕрев укçине икĕ тапхăрпа параççĕ. Килĕшĕве алă пуснă хыççăн уйăхран 50 000 тенкĕ куçараççĕ. Виçĕ уйăхран вара юлашки 150 000 тенкине параççĕ. Укçана салтак патне вăхăтра çитерессишĕн халăха социаллă хӳтлĕх кӳрекен уйрăмсем яваплă. Чăваш Республикин çар комиссариатĕнчен список тăратсан çеç тĕрев укçине куçарма пуçлаççĕ. «Атăл» çыхăну батальонне хутшăнакансене тӳлемелли йĕркене çак эрне вĕçĕнче çирĕплетеççĕ