Тăнăç пурнăçшăн
Донбасри лару-тару паян нумайăшне калаçтарать. Украинăри ятарлă операцисене халăх мĕнле йышăнать? Чăваш Енре пурăнакансен шухăшне пĕлме ыйтăм ирттертĕмĕр. ЮХМА МИШШИ: «Ку тĕлĕшĕнчен темиçе çул каяллах пĕррехинче нимĕç çыравçи килнĕ те калаçса кайрăмăр. Раççей Донбаса хÿтĕлет тет. Эпĕ калатăп: «Енчен те пĕр-пĕр нимĕç облаçĕ Франци аллине лекнĕ, французсем нимĕçсене нимĕçле калаçма чараççĕ пулсассăн мĕн тунă пулăттăрччĕ? Кунта та çавăн пекех-çке», – тетĕп. Украина çыннисем вырăссене вырăс тăван чĕлхепе калаçма чарасшăн. «Тĕрĕс», – терĕ. Халь Европăри хăш-пĕр политиксем Владимир Владимирович Путина хирĕç калаçни мана тĕлĕнтерет. Раççей 100 % тĕрĕс тăвать. Халăха хÿтĕлемелле, пулăшмалла. Унсăр пуçне халь телевизорпа пăхатăп та, Америка хутшăнса çавăнта бактериологи енĕпе мĕн тери пÿтсĕр ĕçсем тăвать. Çавсене пĕтĕмпех пирĕн пĕлмелле. Пĕтĕм тĕнче пĕлмелле çавна. Çак ĕçре пĕтĕм Раççей халăхăн Владимир Путина ырламалла, хÿтĕлемелле, пулăшмалла».