Уяв кунĕсенче культура çурчĕсене
«Çу уявĕсене «Пушкин карттипе» мĕнле ирттермелли 10 мел». Чăваш Ен пĕтĕм çĕршыври кампание хутшăнать. Уяв кунĕсене Чăваш Республикин культура учрежденийĕсем пуян та анлă программа хатĕрленĕ. Куравсем, спектакльсем, концертсем – Чăваш Енри çамрăксем культурăри чи чаплă пулăмсемпе паллашма пултараççĕ. Куракансем валли мĕнле мероприятисем хатĕрленине çамрăксен театрĕнче иртнĕ пресс-конферецире журналистсене каласа пачĕç. «Пушкин карттипе» çĕршыври 1500 ытла учрежденине çитсе курма май пур. 14 çултан пуçласа 22 çула çитиччен çамрăксем, Раççей тăрăх çул çӳреве тухса кирек хăш хулари музее, театра, культурăн ытти учрежденине кĕрсе курма пултараççĕ. Чăваш Республики ку енĕпе кăтартуллă ĕçленине палăртса хăвармалла. «Пушкин карттипе» билет сутассипе Чăваш Ен 7-мĕш вырăнта. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Чăваш Республики Раççей шайĕнче 2021-мĕш çулхи 1-мĕш сентябрьтен çак проектпа, «Пушкин карттипе». Малтанах 12 учреждени кĕчĕ çак проекта. Паянхи куна 71 учрежедени çак проектра хутшăнать. «Пушкин карттине» хутшăнакан шутне илсессĕн, эпир Раççей шайĕнче 2-мĕш вырăнта пулнă. Паянхи кун та эпир çамрăксене çак проекта хутшăнтарнă шутĕнче иккĕмĕш вырăнта». Çитĕнекен ăрăвăн культура шайне ӳстерни çĕршывăмăрăн историпе культура еткерне упраса хăварма, унăн ят-сумне çĕклеме пулăшĕ. Вăрçă, çар, патриотизм темине çутатакан, çын паттăрлăхне сăнлакан спектакльсем, кинофильмсем, концертсем, экскурсисем тĕп вырăнта пулĕç. ИРИНА МЕНЬШИКОВА: «Тĕрлĕрен квестсем те пирĕн кашни музейра иртсе пыраççĕ. Ехрем хуçа пирки пĕлес текенсем валли те пур. Унтан пирĕн хулари 9 музея пĕрлештерсе унти кашни музейри тĕрлĕрен ыйтусем çине хуравламалли квест та пур пирĕн. Енчен те литературăпа çыхăннă экскурсисене çитес тесен те унта та çӳреме пулать». Чăваш патшалăх академи драма театрĕ куракансем валли çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Айăпсăр чун» трагикомеди хатĕрленĕ. Пьеса куракана тыткăнланă. Ытти спектакльсене те куçулленмесĕр пăхма май çук. ЮРИЙ ВЛАДИМИРОВ: «Вăл «Инкеклĕ телей» ятлă. Вырăсла «Счастье горькое». Ку спектакле Юлия Николаевăн повеçĕ тăрăх, инсценировкине Сергей Павлов лартнă. Спетакле лартаканĕ – СССР халăх артисчĕ Валерий Николаевич Яковлев. Çак спетакле Çĕнтерӳ кунне халалланă тата Сăрпа Хусан чиккине чавакансене халалласа лартнă. Вăл çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче пулать». Пукане, çамрăксен тата оперăпа балет театрĕсем те куракан валли парне хатĕрленĕ. Республикăри районсемпе хуласенче мероприятисем анлă иртĕç. Кинозалсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă киносем кăтарĕç. Культура учрежденийĕсем çу уявĕсене мĕнле программа хатĕрленине Чăваш Енри культура министерствин сайтĕнче паллашма пулать. Елизавета Цветкова, Павел Иритков