Сунарçăсем тупăшрĕç
Маттур, хастар, патвар та вăр-вар. Шăпах çак енсемпе палăрса тăраççĕ те сунарçăсем. Хăйсен ăсталăхне тĕрĕслес, çĕнĕ паллашусем йĕркелес тата сунар вăрттăнлăхĕсемпе ытларах паллашас тĕллевлĕ хастарсене Елчĕк районĕнче Лащ-Таяпа ялĕнче иртнĕ сунарçăсен биатлонĕ пĕрлештерчĕ. Кирек епле сунарçăн та чи çывăх тусĕ – йытă. Хуçана туякан, кашни хушăва ăнланакан, вăрман уçлăхĕнче чăн-чăн тус пулса тăракан чĕр чун. Шăпах биатлона хутшăнакан кашни сунарçă тăватă ураллă тусĕпе ăмартăва çитнĕ. Сунарçăсен биатлонне Лащ-Таяпара пĕрремĕш хут пухăнмаççĕ. Хăйне еверлĕ ăмăрту ырă йăла пулса тăнă тейĕн. – Ырă йăлана пĕтерес мар терĕмĕр ĕнтĕ. Сунарçă кам вăл? – Вăл паянхи кун воин, спортсмен, икĕ çын пĕр çын вырăнне тăрать. Сунарçăсене кашниех ăнăçу суннă хыççăн старта тухма та вăхăт çитрĕ. Сунарçă йĕлтĕрĕ. Шăпах вĕсене урана сырса малалла ăнталмалла пулчĕ те кашнин. Куллен вăрмана йĕр йĕрлекен сунарçăсемшĕн ку та чăрмав мар. Кашниех палăртнă çухрăмсене хыçа хăварса ăмăртăвăн тепĕр тапхăрĕ патне çитрĕ. Тĕл пересси – сунарçăшăн чи паха та кирлĕ ăсталăх. – Тимлĕ пăхатпăр. Сунарçăсем ушкăнпа та, хăйсем тĕллен те ăмăртма пултарчĕç. Тупăшу хĕрӳ иртрĕ – кашниех çĕнтерӳ патне ăнтăлчĕ. Çухрăм çурă чупмалла, 30 метр аякра вырнаçнă паллăна тăрса персе лектермелле. Чи пĕлтерĕшли вара – сунарçăсем йышпа пухăнса çутçанталăк илемĕпе киленчĕç, пĕр-пĕрне паха та усăллă сунар вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç. – Ăмăртăвăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, мĕншĕн тесен вăл пĕрлештерет, туслаштарать. Пĕр шухăшлă çынсем калаçаççĕ, хутшăнаççĕ. Çакăн пек пĕрле пурăннинчен ырри çук пулĕ тесе каласшăн. Лащ-Таяпасен лайăх каларăш пур – пĕрле пурăнар, çапла пултăр! Çапла пултăр! Çапла пултăр! Кирек епле ăмăртура та чи хастаррисем пур. Хальхинче ушкăнсем хушшинче пĕрремĕш вырăна «Мари союзĕ» – Мари тăрăхĕнчи сунарçисем тивĕçрĕ. Каçалсем 2-мĕш вырăнта. Канаш районĕ тивĕçлĕ 3-мĕш вырăн пьедесталĕ çине хăпарчĕ