Хаваслă кану

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра пурĕ 327 канупа сывлăха çирĕплетмелли организаци ачасене йышăннă. Вĕсен шутĕнче хула тулашĕнчи 13 лагерь. Канаш районĕнчи «Космонавт» ача-пăча лагерĕнче 1-мĕш сменăра 315 ача канать. Икĕ эрнере ачасем каннипе танах тĕрлĕ енлĕн аталанма пултарчĕç. Пĕрисем уçă сывлăшра ӳкерчĕксем тăваççĕ пулсан, теприсем юрă-ташă юрласа савăнчĕç. Сывлăха çирĕплетмелли лагерьте Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров те çитсе курчĕ. Ачасен канăвĕпе паллашрĕ. Ача-пăча лагерĕнче шавлă та хаваслă. Хĕрсемпе каччăсем кану тапхăрне пĕр шухăшсар ирттереççĕ, выляççĕ, савăнаççĕ. Тĕрлĕрен спорт мероприятине хутшăнаççĕ. Кунсерен хăйсене валли çĕннине уçаççĕ тата тупаççĕ. Кунта пĕрре килсе курнă ачасем тепĕр хутчен таврăнаççĕ. ЕГОР АХМЕТОВ: «2021-мĕш çулта эпĕ кунта килтĕм. Мана кунта питĕ килĕшрĕ. Çак çултах эпĕ çак лагере суйларăм та. Кунта тĕрлĕ мероприятисем. Акă, сăмахран, бильярд, биатлон ирттереççĕ, волейбол, пионербол, баскетбол. Футбол вылянă чухне эпир выляса яратпăр-и çĕнтеретпĕр-и. Чи кирли – лайăх выляни. Эпир кунта тĕрлĕ мерпориятисем ирттеретпĕр. Флешмоб, ташлатпăр, юрлатпăр». Лагерьте çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас тĕлĕшпе чылай ĕç туса ирттереççĕ. Ку енĕпе вун-вун мероприяти йĕркеленĕ. Сăмахран, ачасем тăван çĕршыв гимне кашни ир юрлаççĕ. Тивĕçлĕ çамрăксем шăпах çакăнта çитĕнеççĕ те. АДЕЛИЯ ИВАНОВА: «Çак лагерьте эпĕ 5-мĕш хут пулса куртăм. Çак çулăн пирĕн пĕрремĕш смена патриот енĕпе пулчĕ. Пĕлтĕрхи çулсемпе танлашатарсан пирĕн смена хамăрăн Раççее юратма питĕ тăрăштарать. Эпĕ çак лагере питĕ хытă юрататăп. Эпир вăйлă çĕршыв. Пирĕн Раççей вăл юрату, пурнăç. Çутă ĕмĕт. Пирĕн ачасене çакна пĕлсе ӳсмелле, çитĕнмелле». Паха та тутлă апат – çирĕп сывлăх никĕсĕ. Аш-какайран пĕçернĕ котлетсене ачасем кăмăллаççĕ. Апат-çимĕçе вырăнти усламçăсенчен туянаççĕ. Унăн хакĕпе пахалăхĕ те тивĕçтерет. Ĕçми-çими çеç мар, лагерьте канма пур услови те пур. Кунта юсав ирттернĕ хыççăн ачасен йышĕ те ӳснĕ. ВЯЧЕСЛАВ НИКИТИН: «Ку смена пирĕн 7-мĕш июньте пуçланчĕ. Ачасем Канашран, Канаш районĕнчен, Шупашкартан, Мускавран килчĕç. Пĕтĕм Раççейрен тесе калама та юрать. Смена пирĕн питĕ лайăх, хаваслă иртрĕ тесе шутлатăп. Кĕнĕ чухне çанталăк питех памарĕ. Каярахпа лайăх çанталăк. Ачасене лайăх пулчĕ». Лагерьте ĕçлеме пултаракан педагогсене те республикăри вĕренӳ çурчĕсенчех хатĕрлесе кăлараççĕ. Ахăртнех, ачасене ку кану çуртенче çитĕнекен ăрупа «пĕр хум çинче» пулма тăрăшакан ăста вожатăйсем ĕçлени те илĕртет. ЭЛИНА ГРИГОРЬЕВА: «Практика тухас тесе «Космонавт» лагерьне килнĕ. Смена 10 кун тăршшĕ пулнă. Практика пĕрремĕш хут тухатăп. 5 сменине те тухасшăн. Кунта ĕçлесе пĕтересшĕн çулла». Хĕрсемпе каччăсем çак вунă кунра пĕр-пĕринпе çывăх тăван пек туслашса кайрĕç. Уйрăлма вăхăт çитнине пĕлсен те пĕр-пĕринчен хăпмарĕç. Çитес çул вĕсем çак вырăнтах тĕл пулма калаçса татăлчĕç

12+
16 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии