Çĕкĕ пуллине ĕрчетеççĕ
Çак кунсенче Атăла çĕкĕ пуллин 33 000 ытла лĕккине ячĕç. Экологи акцийĕ Чăваш Республикин шыв биологи ресурсĕсене пулăпа пуянлатма, пулăхлатма май парĕ. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçлама «Шывканалĕ» пĕрлешӳ тата «Çĕнĕ Шупашкар хулинчи коммуналлă сетьсем» предприяти ĕçченĕсем хутшăннă. Пулă лĕккисене Чулхула тата Саратов облаçĕсенчен кӳрсе килнĕ. Вĕтĕ çĕкĕсене Шупашкар шыв управне 2 кун ячĕç. Çулла – пулă ĕрчетмелли чи лайăх вăхăт. Çавăнпа та экологи акцийĕ пулăшнипе Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ çĕкĕсем лайăх аталанаса ĕрчессе шанаççĕ Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин ĕçченĕсем