Хăш-пĕр апат-çимĕçе хуплашкасăр сутасшăн

Сахăр, салма, çăнăх, кĕрпе тата ытти апат-çимĕçе кăларакансем таварсене малашне хутаçа хумасăр сутасшăн. Ĕçе виçев мелĕпе йĕркелени продукцийĕн хăй хаклăхне чакарма пулăшĕ. Çапах та Роспотребнадзор çак йышăнăва сивлет. Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене Раççей ял хуçалăх министерствинче сӳтсе яврĕç. Тавар туса кӑларакансем асӑннӑ апат-çимĕçе ятарлă хутаҫа тултарни унăн хакне 10-15 процент ӳстернине палăртаççĕ. Çавăнпа та вĕсем сахăра, салмана, çăнăха, кĕрпене виçтерсе сутасшăн. Ҫӑкӑр пӗҫерекенсен союзӗ вара ăна хутаҫа чикмесӗр сутма май пулсан хака 5 процент йӳнетме пулнине çирĕплетнĕ. Лавккари сентресем те пушă мар, куллен кирлĕ тавар пур. Федераци сечĕсенчен пĕлтернĕ тăрăх, сахăра республикăна кунсеренех штатлă йĕркепе илсе килеççĕ. Асăннă таварăн хакне малтанхи пекех шута илнĕ, çавăнпа та халăхăн пăшăрханса ÿксе саппаса сахăр нумай туянса хурас хăрушлăх пулмалла мар. Унсӑр пуҫне пысӑк суту-илӳ лавккисем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ хакне ӳстерме парас тĕлĕшĕпе çыхăннă ыйтусене хăйсем çине илнĕ

12+
3 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии