Чи хастаррисем
Ěç профессийěсен ăмăртăвĕн сумĕ çулран çул ӳссе пырать. Çакна çулсерен ăмăртăва хутшăнакансен шучĕ пысăкланни те, чемпионатăн професси тĕсĕсем хутшăнса пыни те çирĕплетет. «WorldSkills» ăстасен ăмăртăвĕ хальхинче те çĕршер çамрăка хăйсен пултарулăхне кăтартма, ăсталăхне тĕрĕслеме, çĕнĕ те паха пĕлӳ пухма май паракан ăмăрту. Хальхинче репсублика шайĕнче иртекен тапхăрта çамрăксем çăлавçăсен ĕç ăсталăхĕнче тата пушар хуралĕпе тимлес ĕçре тупăшрĕç. Ăмăртăва пухăннисем харсăр. Вĕсем асапа лекнĕ çынна пулăшма яланах хатĕр. Çул çинче синкерлĕ лару сиксе тухсассăн çăлавçăсем кашни çыннăн пурнăçĕшĕн кĕрешсе çăлса хăварма ăнтăлаççĕ. Ăмăртăва хутшăнакансен вара, манекен пулин те, ăна çăлмалла. Вĕсем яваплăха чăн пурнăçри пекех туяççĕ. ДИМИТРИЙ ЕГОРОВ: «Паян пирĕн ДТП этапĕ пулчĕ. Условлă ДТП пулнă, 2 аманнă çын пулнă. Машинăна аккомулятортан кăлартăмăр, электричество чартăмăр». Пулас çăлавçăсен инкеке çакланнă çынна туртса кăларса пĕрремĕш пулăшу та памалла пулчĕ. Кашни хăнăхтарăва пурнăçланă чухне тӳресем вăхăта тата ĕçе еплерех пахалăхпа пурнăçланине шута илсе хаклаççĕ. Пушар сӳнтересси те çăмăл ĕç мар. Кунта вăй виçекенсен хĕллехи çанталăка пăхмасăр тар тăкса ĕçлеме тиврĕ. КИРИЛЛ АНДРЕЕВ: «Паян эпир дымокамера тухрăмăр. Унта пирĕн ушкăнпа кĕмелеччĕ те аманнисене кăларамалла. Унта эпир пушар рукавне илсе каятпăр, СИЗО тăхăнатпăр. Эпир кунта нимĕнрен те хăрамастпăр. Эпир кашни кун тренировкăсем тунă та çавăнпа хăнăхнă. Унта нимĕнрен те хăрамалли çук». Инкеке çакланнă çынна çĕнĕ пурнăç парнелесси çăлавçăсен тивĕçĕ пулса тăрать тейĕн. Çавăнпа та профессие суйлса илнĕ чухне чун туртăмне кашниех шута илет, шалти туйăма итлет. ДАНИИЛ ПАВЛОВ: «Шутларăм та, çак специалноç мана чунпа тесе, вара унпа хамăн пурнăçа çыхăнтарас терĕм». Пушарпа кĕрешесси, лапчăннă тимĕр утран çынна туртса кăларасси хальлĕхе вĕренӳ тапхăрĕ, анчах та куллен ăсталăха туптани, ăмăртура хутшăнни малашнехи пурнăçра çамрăксене шăпах та хăюллăх, çирĕплĕх парнелĕç палăртаççĕ тӳресем. Маргарита Мельникова, Екатерина Никитко, Семен Антонов