Добавить
Уведомления

Çул пулать

Мускав-Чулхула-Хусан. М-12 хăвăртлăхлă автоçула тăвассси туллин пурнăçланса пырать. Ăна 2024 çулта хута яма палăртаççĕ. Вăл пилĕк региона пĕрлештерет. Ĕç кал-кал пытăр тесе çула тăвассине тăхăр лаптăка пайласа тăваççĕ. Улттăмĕш лаптăкĕ Чулхула облаçĕпе Чăваш Республикине çыхăнтарать. Вăл 133 çухрăм. Икĕ региона Сăр урлă кĕпер пĕрлештермелле. 926 метр тăршшĕ каçăна вырнаçтарма пуçланă ĕнтĕ. Улттăмĕш лаптăк чи вăрăммисен шутне кĕрет. Кунта 133 çухрăм çул сармалла. Вĕсенчен 85 çухрăмĕ Чăваш Енре, паянхи куна 30 çухрăмне сарнă ĕнтĕ, ыттине кăçал вĕçлеме тĕллевленĕ. Асфальта Çĕмĕрлерен турттараççĕ. Кунта икĕ завод ĕçлет. Сехетре 160 тонна асфальт кăлараççĕ. Çĕмĕрлерех кĕпер каштисене хатĕрлеççĕ. Улттăмĕш лаптăкра 47 каçă тумалла. Вĕсенчен 27-шĕ Чăваш Республикинче. Çак шутра Сăр кĕперĕ те. 30 метр çӳллĕш юпасене лартнă пĕтернĕ. Кĕпере çитес çул авăн уйăхĕнче туса пĕтерме палăртаççĕ. Çĕмĕрле, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски – М-12 çул Чăваш Енре çак районсем урлă выртать. Республикăра çул ытларах вăрман витĕр иртет. Йĕпреç районĕнче ял хуçалăх çĕрĕсене те усă курĕç. Ĕçсем кунта хĕрӳ пыраççĕ. АНДРЕЙ ПЛАТОНОВ: «Паянхи куна 85 инженери коммуникацисене туса пĕтернĕ. 15 проценчĕ август уйăхĕнче вĕçленмелле. Çавăн пекех çĕнĕ инженери комммуникацийĕсем пуçламалла. Паянхи куна тасатмалли сооруженисем çĕнĕлле тума та пуçланă. Вĕсем пирĕн этапра 63. Паянхи куна чăваш территорийĕнче икĕ пин çурă çын вăй хурать. Çав хушăра çул техники ĕçлет». 133 çухрăм çула тунă çĕртре виçĕ пин çурă çын тăрăшать, пĕр пин ытла техника ĕçлет. М-12 çул хута ярсан Мускавран Хусана ултă сехетре çитме пулĕ. М-7 çул та самаях пушанĕ

12+
9 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии