Чирлисем патне çитме çăмăлрах пулĕ

Ырă ĕç ырăпах таврăнать теççĕ. Чир-чĕр алхаснă тапхăрта çак каларăша чылайăшĕ хăйĕн çинче те туйса илчĕ пулĕ. Чирпе кĕрешнĕ вăхăтра тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем ыркăмăллăх юхăмĕсене хутшăнса кăшăллă вируспа кĕрĕшекенсене тĕрлĕ енлĕ пулăшаççĕ. Юлашки тапхăрта чирлекенсен йышĕ ӳснĕ май, вырăна тухса çӳреме тата та ытларах транспорт кирлĕ. Çакна шута илнĕ те усламçăсем. Тĕп хуламăрти пĕрремĕш клиника сыватмăшĕн тухтăрĕсене малашне чирлисем патне вырăна çитме меллĕрех пулĕ. Ырă кăмăллă усламçăсем хăйсен транспортне çынсене пулăшас енне ярас тенĕ. «Унсăр пуçне тĕрлĕ ведомствăри çăмăл машинăсем те пысăк пулăшу кӳрĕç», – палăртаççĕ кунта вăй хуракан тухтăрсем. ОКСАНА ИЛЬИНА: «Пирĕн больницăна спорт министерстви, хула администрацийĕ тата предпринимательсем пулăшаççĕ. Вĕсем хăйсен машинисемпе пирĕн тухтăрсене кашни адрес таран илсе çитереççĕ. Ку пулăшу паянхи кун питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен чирлекенсем халь питĕ нумай, çавăнпа та эпир вĕсене тав сăмахĕ калатпăр». Пĕтĕмĕшле 9 транспорт тухтăрсен ĕçне çăмăллатĕ. Чирлĕ çынсем патне шур халатлисем васкавлă пулăшу машинипе çеç мар, малашне ырă ĕç тума шанса панă транспортпа та çула тухайĕç. Чирлекенсен йышĕ ӳсет, çавăнпах хăшĕ-пĕрисем паянхи кун килте сипленеççĕ. «Вĕсене те тимлĕх кирлĕ», – палăртаççĕ тухтăрсем. Чылай чухне чирлекенсем патне те киле тухма тивет. «Çавăнпа та хушма транспорт шăпах та вырăнлă», – палăртаççĕ сыватмăш ĕçченĕсем

12+
2 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии