«Лента» микрорайонта çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ

Кĕтнĕ кун. Паян Шупашкарти «Лента» микрорайонта çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ. 2 хутлă кермене малашне 110 шăпăрлан çÿреме пултарĕ. Ашшĕ-амăшĕн тата вĕсен пепкисен çутă ĕмĕчĕ пурнăçланнă уявра пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ. «Лента» микрорайонта ытларах çамрăк мăшăрсем пурăнаççĕ. Çурта «çĕн кайăк» вĕçсе килсен вĕсене кашнинех пĕр шухăш канăç паман, ача сачĕн ыйтăвĕ. Акă ĕнтĕ тинех, пăшăрханăва сирме май пур. Халĕ шăпăрлансем хăтлă та илемлĕ, чи кирли, çурт çывăхĕнчи ача пахчине çÿреме пултараççĕ. ИРИНА ФЁДОРОВА: «Ку районти ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те савăнас килет, тинех кĕтсе илчĕç микорайон «Лента» родителĕсем çак ача садне уçнине». ВЕРОНИКА СОРОКИНА: «Питĕ савăнатпăр. Садик уçăласса тахçантанпах кĕтнĕ. Паянхи ачасем питĕ савăнăçлă. Кунта вĕсем пурте пуçтарăнса вăйăсем выляççĕ». Пуçтарăнса вăйă выляма çеç мар, легостудире ăсталăха аталантарма та, юрласа-ташлама, физкультура тума, агролапамра чечек лартма май пур ачасен. Садра пĕтĕмĕшле 6 ушкăн йĕркелеме палăртаççĕ. Унта пĕр çул çурăран пуçласа тата аслăрах шăпăрлансем çÿрĕç. Хальхи вăхăтра вара педагогсен йышне йĕркелес енĕпе ĕçлеççĕ. Республикăра çĕнĕ ача сачĕсем хута ярассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал Шупашкарта çеç тепĕр 2 ача пахчи уçăлмалла, палăртрĕ хула администрацийĕн ертÿçи Денис Спирин. Юлия Адюкова, Милена Алексеева, Георгий Кривошеин

12+
16 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии