Ĕçлĕ çыхăнусем аталанаççĕ
Паян республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Узбекистан Республикин Хусан хулинчи тĕп консулĕпе Фариддин Насриевпа тĕл пулчĕ. Вĕрентӳ, культура, туризм, суту-илӳ тата ытти çыхăнăва аталантарасси çинчен калаçрĕç вĕсем. Узбекистан Республикинче 34 миллион ытла çын пурăнать. 130 ытла тĕрлĕ халăх кун кунлать. Вĕсен йышĕнче узбексем, таджиксем, казахсем, каракалпаксем тата ыттисем. Республикăн тĕп хули – Ташкент. Узбекистан экспорт енĕпе Китайпа, Раççейпе, Казахстанпа, Кăнтăр Корейăпа, Турципе тачă çыхăнса ĕçлет. Çитес вăхăтра Самаркандри «Пурçăн çулĕ» библиотекăра Чăваш Енпе паллаштаракан стенд хатĕрлесшĕн. «Чăваш патшалăх университетĕнче Узбек Республикинчен килнĕ студентсене хапăлласах йышăнатпăр», – терĕ республика Пуçлăхĕ. «Вĕсем вĕреннĕ вăхăтрах производство предприятисенче ĕçлеме пултараççĕ», – терĕ. Çавăн пекех Олег Николаев «Руна çырулăхĕ» туризм маршручĕ çинчен каласа пачĕ. «Чăваш Енре те тĕрлĕ халăх çынни туслă пурăнать, сирĕн ентешлĕхĕн курăмлă ĕç-хĕлне палăртмалла», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Раççейпе Узбекистан Республики хушшинче дипломати хутшăнăвĕсем 30 çул каяллах йĕркеленнĕ. Çулсерен аталанса, çирĕпленсе пыраççĕ. Юлашки вăхăтра икĕ çĕршыв хушшинче авиарейссем те йĕркеленĕ. Суту-илӳре Чăваш Енпе Узбекистан тачă çыхăнура. Узбекистан Республикин Хусан хулинчи тĕп консулĕ Фариддин Насриев ĕçлĕ çул çӳрев вăхăтĕнче студентсемпе, усламçăсемпе тĕл пулма тата Çĕнтерӳ мемориал комплексне çитме палăртнă. Регина Кубайкина, Милена Алексеева, Павел Иритков