Санкцисем çĕнĕлле ĕçлеме хистеççĕ
Хамăр республикăра туса кăларнă паха апат-çимĕç, мăнаçлă техника. «Регионсем чикĕсĕр хутшăнусем» курав таварпа тата апат-çимĕçпе çеç мар, республикăри тĕрлĕ тытăм ĕç-хĕлĕпе те паллаштарать. Ăçта вĕренме каймалла, наци тумне ăçта туянмалла пулать – «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче йĕркеленĕ куравра тĕрлĕ ыйту хуравне тупма пулать. Чăтăмлă, меллĕ, чи кирли – хамăр çĕршыври туса кăларнă. Шупашкарти пысăк хăватлă агрегат завочĕ çĕнĕ тиев машинипе паллаштарчĕ. Ăна хамăр тăрăхра туса калăпланă хатĕрсемпе пуçтарнă. Кăçал завод 100 тиев машини туса кăларма палăртать, малашне вара производство анлăлансах пырĕ. Республикăри ытти предприятисем те импорта хамăр продукципе улăштарас енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ. Кĕçĕннисем аслисенчен ĕçлеме вĕренеççĕ. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем пластик пăкăсене вĕтетмелли хатĕр шутласа кăларнă. Унпа савăт-сапа, сувенир тунă чухне усă кураççĕ. Пĕр вăхăтрах спортпа та туслашаççĕ. Кураври экспозицисене шутласа та пĕтерес çук. Вĕсем республика аталанăвне туллин çутатаççĕ: электротехникăпа тĕрлĕ прибор тăвакан заводсен çĕнĕлĕхĕсем, транспорт тата хими, апат-çимĕçпе тирпейлекен промышленность çитĕнĕвĕ - куç умĕнчех. Чи пахи вара - халăх вырăнти предприятисем калăплакан тавара кăмăллать. НИНА ЧЕРНЫШОВА: «Вăхăт тупса ĕçе кайиччен килсе курса каяс терĕм, мĕншĕн тесен кашни çул çӳретĕп. Çав тери килĕшет. Курма тытăнтăм кăна-ха, курса пĕтереймерĕм. Чăваш украшенийĕсем çав тери хитре. Чăтаймасăр пĕр илемлĕ япалине илес терĕм». Курав – пĕрлехи çыхăнусем йĕркелемелли лапам. Пирĕн республикăпа ĕçлеме хатĕррине кунта ытти регионтан хăнасем йышлă килни те палăртать. Бизнеса аталанма Чăваш Республикинче пĕтĕмпех пур. Чăваш Ене килнĕ хăнасем малашне пĕрле килĕштерсе ĕçлеме килĕшӳ турĕç. ВТБ банк Чăваш Республикин Правительствипе социаллă ипотека ĕçлеттерсе ярасси пирки калаçса татăлчĕ. Çĕнĕ пулăшу мелĕ чылай çемьене пурăнмалли кĕтес илме май парĕ. Чăваш Ен аталанăвĕшĕн ĕçлекен хастарсем пуррипе республика аталанать те. Раççей Патшалăх Думин Депутачĕ Анатолий Аксаков «Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Регион ертӳçи ăна Чăваш Еншĕн тунă тата тăвакан пысăк ĕçшĕн тав турĕ. Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитет ларăвĕнче санкцисен вăхăтĕнче тĕрев парассине тишкерчĕç. Раççее хирĕçле чарусем йышăнни çĕнĕлле ĕçлеме хистет те. – Çак йывăрлăхсем пире хуçаймарĕç. Эпир вĕсене çĕнтерсе пынă май, эпир вăйланса пынине те туйса пыратпăр. Çак вăйланса пыни тĕрлĕ енчен курăнса пырать. Ку ĕнтĕ çĕнĕ шухăшсем, çĕнĕ проектсем. Финанс комитечĕн ларăвĕнче куртăмăр ĕнтĕ. Пирĕн çак проектсене пурнăçа кĕртме тĕрлĕ енлĕ финанс инструменчĕсем те нумай. Тата та нумайланса пырĕç вĕсем. Регуляторика енĕпе те. Саккунпа вĕсене тивĕçтерессипе те пулĕ. Енчен те çаксене хамăр пурнăçра усă курас тесен хамăрăн тĕллевсене питĕ тĕплĕн шухăшласа вĕсене кирлĕ пек çирĕплетсе пурнăçа кĕртсе хастаррăн ĕçлемелле. Экономика форумĕ тĕлне Экспорта пулăшакан центр «Çулталăк экспортерĕ» конкурса пĕтĕмлетрĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнтерӳçĕсене хисеп хучĕсем пачĕ. Экспорт енĕпе ăнăçлă ĕçлекен компанисен ертӳçисене ăнăçу сунчĕ. Регионти 5 муниципалитет Чăваш Республикин грантне илме тивĕçрĕ. Укçа-тенке вĕсем ял хулана аталантарма ярĕç. Елизавета Цветкова, Сергей Емельянов, Бахтияр Велиев