Инженери пуласлăхĕ
«Инженери пуласлăхĕ» ăслăлăхпа вĕренӳ центрĕн пайташĕсен йышне Чăваш патшалăх аграри университетне кĕртме сĕнчĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Самар облаçĕнчен килнĕ делегаципе тĕл пулнă май. «Регион аталанăвĕн институчĕн» тĕп директорне, Самар облаçĕн губернаторĕн канашçине Ольга Михеевăна çак аслă шкула çитсе курма сĕнчĕ. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче селекци енĕпе ăнăçлă проектсем пурнăçланаççĕ, организацисем валли технологи докуменчĕсем туса параççĕ. Çивĕч ыйтусемпе индустри партнерĕсем валли комплекслă программăсем хатĕрлеççĕ. Пĕтĕмĕшле «Инженери пуласлăхĕ» пуçару «Ăслăлăх» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланать. Çавăн пекех Чăваш патшалăх университетĕнче те республикăри транспорт тата машиностроени тытăмне аталантарас тĕллевпе инновациллĕ проектсем хатĕрлес тĕллевлĕ центр уçăлĕ. «Чăваш Ен – питĕ шанчăклă партнер, сирĕн республика Правительстви мĕн пур ĕçлĕ тĕл пулусене хастар хутшăнать, сире уншăн тав тăватăп», – терĕ Ольга Михеева. Çавăн пекех вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен икĕ ыйтăва татса пама пулăшу ыйтрĕ. Ăслăлăхпа вĕренӳ центрĕн республикăри уйрăмне йĕркелеме тата çак ĕçе ертсе пыракана суйлама. Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕн Дмитрий Захаровăн çитес вăхăтра çак ыйтăва татса памалла. Ĕçлĕ тĕл пулура «Сириус» ценрпа тачă çыхăнса вăй хурасси çинчен те калаçрĕç. Ачасене пулас профессипе шкул саккинченех туслаштарни питĕ пĕлтерĕшлĕ терĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Пĕлтĕр республикăра ку енĕпе 5 класс уçнăччĕ, вĕсен çумне тепĕр 421-шĕ хутшăнмалла. Ольга Михеева Чăваш Енре пулнă май аслă шкулсен студенчĕсемпе, тĕрлĕ технопарка çитсе курма палăртрĕ. Регина Кубайкина, Милена Алексеева, Павел Иритков