«Санкцисем пире малашне аталанма пулăшĕç»

Чăваш Ен Федерацин Атăлçи тăрăхĕнче çĕр гектар çинче çĕр улми туса илессипе пĕрремĕш вырăнта. Çĕршывра – çиччĕмĕш. Паян Шупашкарта регионсен хушшинче иртекен курав вун тăваттăмĕш хут уçăлчĕ. Вăл икĕ кун ĕçлет. Чăваш Ен «иккĕмĕш çăкăр» туса илес, ăна пухса кĕртес, унран тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлес тĕлĕшпе малалла кайнине, производство калăпăшне ӳстерме никĕс хывни çинчен калаçрĕç курава хутшăнакансем. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Кун пек выставка пирĕн çĕршывра 1 кăна. Кунта пĕтĕм регионтан çĕр улми тăвакансем пуçтарăнаççĕ. 23 регионтан килсе çитнĕ паян çĕр улми туса илекенсем. Удобрени тăвакансем, тĕрлĕ им-çам, оборудовани тăвакансем, тĕрлĕ технологисем илсе килнĕ, инновациллĕ технологисем. Тĕрлĕ-тĕрлĕ предприяти нумай тесе калас килет». Курава Раççейри тата Беларуçри 23 регионтан 85 компани хутшăнать. Тĕрлĕ ăслăлăхпа тĕпчев институчĕпе паха вăрлăх туса илессипе тĕрлĕ ĕçлĕ тĕл пулусем иртрĕç, хутшăнусене çирĕплетрĕç. – Çĕр улмине çитĕнтерес тесе манăн тĕрлĕ этапра ăна тĕрлĕ технологипе тивĕçтерес тесе ĕçсем туни самаях пысăк çитĕнӳсем парать. Чи малтанах селекци енĕпе, çĕнĕ сортсене кăларасси самаях нумай ĕçсем тунине савăнтарать. Ак çак выставкăра, куратпăр ĕнтĕ, вăйлă енсем пур. Çавăнпа та çак санкцисем пире çапса хуçмаççĕ тесе калас килет. Вĕсене пула пирĕн аталанмалли майсем те нумай пулаççĕ. Аграрисене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшать. Техникăпа оборудовани туянса тăкакланакансене – 40 процентне, пахча çимĕçпе çĕр улми управĕ туса тăкакланă укçан 30 процентне патшалăх хыснинчен субсиди уйăрса саплаштарать. Хамăр патра паха вăрлăх ытларах туса илме пуçламалла терĕç курава уçнă май Чăваш Республикин Правительствин пайташĕсем. Курава хутшăнакансем кашнинчех килекенсене çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтерме тăрăшаççĕ. ДМИТРИЙ ОВЧИННИКОВ: «Хальхи вăхăтра технологисем питĕ хытă аталанса пыраççĕ. Кăçал эпир хăйне евĕрлĕ интереслĕ агрегат илсе килтĕмĕр. Вырăсла каласан – дрон тетпĕр ăна. Ку дрон пире пĕчĕк хирсенчен, йывăр участоксенче ĕçлеме пулăшать. Унпа им-çам сапма пултаратпăр, тĕрлĕ-тĕрлĕ обработка тума пултаратпăр. Вăл хăйне май çĕнĕ технологи». Республикăри предприятисем хамăр тăрăхра туса илнĕ апат-çимĕçпе паллаштарчĕç. НАДЕЖДА ИВАНОВА: «Эпир хамăр лартса ӳстернĕ апат-çимĕç. Йӳçетнĕ купăста, тĕрлĕ-тĕрлĕ салатсем, хăярпа салатсем. Кăçалтан эпир урăх енĕпе ĕçлеме пуçланă. Сыр тума пуçланă. Пирĕн темиçе тĕрлĕ сыр пур. Ăшаламалли сыр. 3 эрне пиçсе çитекен сыр пур». Курав пуш уйăхĕн 4-мĕшĕччен ĕçлет. Вăрлăх туянма, çĕнĕ сортсемпе паллашма кашниех пултарать. Регина Кубайкина, Екатерина Никитко, Сергей Емельянов

12+
4 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии