Хастар пикесем

Çемье ăшшине упракан та, услам çулĕпе çирĕп утакан та. Юлашки çулсенче арçынсемпе пĕр танах хĕрарăмсем те хăйсен ĕçне пуçарас тесе тăрăшаççĕ. Республикăра хĕрарăм-усламçăсем валли аталанма тĕрлĕ май пур. Хăшĕ-пĕрисем ура çинче çирĕп тăракан услам ĕçĕпе тимлеççĕ, теприсем вара тин çеç пĕрремĕш утăм тăваççĕ. Апла пулин те мĕн пур хастарлăха, пуçăрулăха мала кăларса вĕсем тухăçлă услам ĕçне йĕркелесе тытса пырас тĕллевлĕ. Шăпах, хастар пикесем черетлĕ ăсталăх лапамĕнче тĕл пулчĕç.

12+
8 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии