Шахбокспа турнир иртĕ
Шахмат тата бокс. Кĕскен каласан, шахбокс. Пĕрре пăхсан, икĕ спорт тĕсĕ расна. Анчах та вĕсен пĕр пеклĕхĕ чылай. Сăмахран, пуçпа шутламалла. Шах тата мат лартакан рингра та аван çапăçать. Чăваш Ен тĕп хули пĕрремĕш хут шахбокспа Гран-при турнирне йышăнать. Ăмăрту авăн уйăхĕнче, çĕршыври шахмат чемпионачĕн суперфиналĕ шайĕнче иртет. Шахбокс – икĕ спорта пĕрлештернипе йĕркеленнĕ. Икĕ минут шахмат вылямалла, кайран тепĕр икĕ минут ринг çинче тупăшмалла. Спорт турнирне Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре ирттерме палăртнă. Кунта ринг лартĕç, ăмăртăва тӳрĕ эфирта курма пысăк экран вырнаçтарĕç. Пушкăрт, Челябинск, Кабардин-Балкари тата Чăваш Республики. Гран-при турнирне çĕршыври тăватă регион спортсменĕсем хутшăнаççĕ. Вĕсем шахбокспа Раççейре чи вăйлисен шутне кĕреççĕ. Аса илтеретпĕр, Раççей чемпионачĕн суперфиналĕсем авăн уйăхĕн 10-23-мĕшĕсенче иртĕç. Ăмăртăва Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче йĕркелеççĕ. Ку формат «Музейре шахматсем» проектпа килĕшӳллĕн пурнăçа кĕрет. Проектăн тĕп тĕллевĕ – спортпа искусствăна пĕрлештересси. Ку республикăна туристсем илĕртме те пулăшмалла