Сăр паттăрĕсене халалласа опера хатĕрлеççĕ
Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалласа опера кăларма палăртаççĕ. Проект малашлăхĕ çинчен, вăл хальхи вăхăтра мĕнле шайра пулнине паян вĕр çĕнĕ филармони керменĕнче сӳтсе яврĕç. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕпе Александр Чайковскийпе тĕл пулса калаçрĕç. Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă оперăн хăш-пĕр сыпăкĕпе Çĕнтерӳ кунĕнче, унтан утă уйăхĕн пуçламăшĕнче паллашма пулать. Кĕркунне вара опера фестивалĕнче куракансем опера премьерипе киленме пултарĕç.Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă çулталăк иртнĕ пулин те пуçланă ĕçсем малалла пыраççĕ. Паллă пулăмсене сăнлакан спектакльсем кăларнă, куравсем йĕркеленĕ, киноĕçсем нумай. Çывăх вăхăтра тата опера та пулмалла. Ăна çыраканĕ - Александр Чайковский композитор. Чĕмсĕр паттăрсене халалланă оперăна хатĕрлеме пуçличчен вăл кĕске вăхăтрах Чăваш Енри нумай вырăнта пулса Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисем пирки чылай хыпар тишкернине палăртрĕ. Çав йывăр тапхăрта ĕçленĕ, Çĕнтерĕве çывхартнă çынсем паян чĕрĕ пулни чи пĕлтерĕшлине каларĕ. Вĕсем вара шăпах оперăра тĕп вырăн йышăнмалла терĕ паллă композитор. Хайлав тĕрлĕ пайран тăрать. Кашни сыпăкĕнче çын пурнăçĕ çинчен каласа парасшăн. Çавăнпа документсемпе тĕплĕ ĕçлеме тӳр килнĕ. Людмилăпа Николай оперăри тĕп сăнарсем. Тĕп роле хальлĕхе артиста палăртман-ха. Ку питĕ кăткăс ыйту, мĕншĕн тесен унăн сцена çине çамрăк пулса та, аслă ăрури çын пулса та тухмалла пулĕ. Опера массăллă иртмелле, унта питĕ нумай артист хутшăнĕ терĕç тĕл пулура. Хӳтĕлев чиккисене чавнă чухненхи юрă-кĕвĕпе усă курса оперăна илемлетме тĕллев лартнă паллă композитор. Çавăн пекех чăваш сĕмĕ кĕртес тĕллевлĕ вăл. Ăна çак ĕçре Чăваш патшалăх академи симфони капеллин ертӳçи Морис Яклашкин пулăшать. – Кунта пирĕн чăваш хĕрарăмĕн шăпи, пирĕн çак вăрçă вăхăтĕнчи истори страницисене питĕ тарăннăн, тĕплĕн уçса паракан опера пулчĕ. Унсăр пуçне калас пулать, Александр Владимирович калашле, истори факчĕсем çинче тĕпленнĕ опера. Çавăнпа та çак туса ирттернĕ ĕç питĕ пирĕншĕн хаклă. Пирĕн çак оперăна питĕ паллă искусство произведенийĕ туса хамăр Чăваш Енре кăна мар, ытти регионта пурăнакан çынсене кăтартса хĕрарăм, ачасен паттăрлăхне çак музыка урлă туйса илме май памалла