100-мĕш çуралнă кун
Тăван Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ Каçал тăрăхĕнче пурăнакан Ревокат Моисеевшăн та пĕлтерĕшлĕ. Вăрçă çулĕсенче вăл Шупашкарта йӗркеленӗ Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн ҫыхӑнуҫӑ-телефонисчӗ пулса тăрăшнă. Курск ҫапӑҫӑвне те хастар хутшӑннӑ. Патвар, хăюллă салтак, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ çак кунсенче 100-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илчĕ. Комсомольски районӗн хисеплӗ гражданинӗ Ревокат Прохорович çĕр çулта пулсан та, вăл кашни куна ирхи хусканусенче пуçлама ÿркенмест. «Гимнастика туни, урамра уçăлса çÿрени вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулăшать те», – палăртать вăл. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканскер 96 çулччен «Раççей йĕлтĕр-йĕрĕ» чупăва хутшăннă. Ревокат Моисеев хура-шурне чылай курнă. 1942-мĕш çулта вăл фронта кайнă. Чылай вăхăт çыхăнуçă-телефонист пулса тăрăшнă, каярах вара Курск пӗккинчи иртнĕ ҫапӑҫусенче те хутшӑнма тÿр килнĕ унăн. Шел те, унтан Ревокат Прохорович сусăрланса таврăннă. Апла пулсан та алă усса ларман вăл, колхозра вăй хунă, комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă, республикăри тĕрлĕ хаçата заметкăсемпе статьясем çырнă. Ревокат Моисеев республика аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнине Чăваш Ен ертÿçи Олег Николаев та пысăка хурса хаклать. «Сирĕн пурнăçăрпа паттăрлăхăр пирĕншĕн тĕслĕх», – палăртрĕ вăл. – Сире тавтапуç, татах та нумайрах пурăнса пире хавхалантарăр, тархасшăн. Вăрçă вăхăтĕнчи çырусене, медальсемпе орденсене, хăй çырнă статьясемпе заметкăсене, Ревокат Прохорович паян та типтерлĕн упрать. Вĕсем сумлă хăнасене, çитĕнекен ăрăва, килен-каяна çĕнтерÿ хакне ăнланма пулăшаççех. Юлия Адюкова, Екатерина Никитко, Бахтияр Велиев, Георгий Кривошеин