Хаксем ӳсни тĕрĕс е халăхра сарăлнă сăмах?

Лавккасенче хаксем ӳсни тĕрĕс е халăхра сарăлнă сăмах? Раççее хирĕç санкцисем кĕртни çынсене те, тавар калăпласа кăларакансене те хăратаççĕ. Малашне мĕн пуласси паллă мар, çавăнпа çынсем 90-мĕш çулсене аса илеççĕ. Пĕрисем перекетленĕ укçапа тĕрлĕ техника илеççĕ, теприсем хваттер туянаççĕ. Кун пек лару-тăрура мĕн тумалла? Çынсем пустуях пăлханаççĕ е çук? Малалла – тĕплĕнрех. Лавккасенче яланхиллех лăпкă. Пысăк черет çук, сентресем те тулли. Анчах пĕр килограмм лимон хакĕ 80 тенкĕрен 110 тенке çитнĕ. Пахча-çимĕçпе улма-çырла хакĕсем самаях ӳснĕ. Хулара пурăнакансем çакна мĕнле йышăнаççĕ-ши? – Хаклă. Пан улми хакланнă, выльăх апачĕ. – Ӳснĕ паллах. Пур те: макарон, услам çу, тăпăрчă. Сĕт-çу продукцийĕ ӳснĕ. – Малашне мĕнле пулĕ, пĕлместĕп. Эпир юрĕ-ха, çамрăк, ĕçлесе илĕпĕр. Ваттисем мĕнле пурăнĕç – ку ыйту. Çынсем апат-çимĕç ӳснине туяççĕ. Тĕрлĕ техника çине хаксем хăпарнине те пытарма çук. Электричествăпа микрохумлă кăмака, плита, пылесос хакĕсем 12-25 процент ӳсмелле, ытларах ют çĕршывран кӳрсе килекеннисем. Хаксене пĕр шайра никам та тытса тăраймĕ. Усламçăсен налук тата лаптăка тара тытнăшăн тӳлемелле. Тăкаклă никам та ĕçлесшĕн мар. ИММА ИВАНОВА: «Хальхи санкцисем импорт таварĕ çине витĕм кӳрĕç. Тавар çаврăнăшĕн калăпăшне вĕсем 5 процента çитереççĕ. Çавăнпа та çакă мĕнпур тавар хакĕсен пĕтĕмĕшле ӳсĕмĕ çине вăйлă витĕм кӳрĕ тесе шутламастпăр. Паян эпир вырăнта тавар туса кăларакансене импортлă хатĕрсемпе пулăшу парасси пирки шутлатпăр». Чăваш Республикин экономика министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хаксем ӳснипе пăшăрханмалла мар. Вĕсене эрнесерен тимлесе тăраççĕ. Енчен те эсир таварсен хакĕсем хăпарнине туйрăр пулсан 56-52-42-номерпе шăнкăравлама пултаратăр. Специалистсем усламçă патне тĕрĕслевпе тухĕç. Елизавета Цветкова, Анна Цинтовская, Бахтияр Велиев

12+
4 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии