Курăк çулаççĕ
Паян хирте машин-трактор сасси татăлмасть. Хуçалăхсенче хĕрсех мăйракаллă шултра выльăх валли апат хатĕрлеççĕ. Кăçал районсенче ку ĕçе каярах пуçĕнчĕç. Пĕлтĕр нумай çул ӳсекен курăка çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчех çулма пуçланăччĕ. Чăваш Енри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, пур районта та нумай çул ӳсекен курăка пĕрремĕш хут çулма пуçăннă. Хальлĕхе ку ĕçе 54 000 ытла гектар çинче пурнăçланă. Çакă çулмалли лаптăкăн 62 проценчĕ. Çанталăк ăшă пулманни ку ĕçе пĕлтĕрхи шайра ирттерме чăрмантарать. Нумай хуçалăхра утă хатĕрлеççĕ – 37 000 ытла тонна пур та. Планпа кирлин 32 процентне пурнăçланă. Сенаж тăвакан хуçалăхсем те пур. Хальлĕхе 115 000 ытла тонна янтăланă. Ешĕл апат хатĕрлесси пĕлтĕрхи шайри пекех. 7 000 тонна силос пӳлмене кĕнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çак таранччен ĕçленипе пĕр майракаллă шултра выльăх тĕлĕшпе 7 центнер ытла апат тивет. Сенаж-силос хатĕрлесси малалла пырать