Текех чăрмавлă мар
Лапка-лапка юр çунине чылайăшĕ кăмăлаççĕ. Пĕрисем илемлĕ çанталăкпа киленеççĕ, теприсен вара, çул-йĕрсене пăхса тирпейлес тытăмĕнче вăй хуракансен, çанă тавăрса ĕçлеме тивет. Юр тасатакан ятарлă техника кашни кунах çула тухать. Транспорт çӳрекен çулсене тасатать. Хулари нумай хутлă çуртсен картишĕнчи çулсене, сукмаксене те юр куписенчен тасатса тирпейлесе тăмалла. Хулари коммуналлă хуçалăхсем çулсене такăрлатма хатĕр. Юр куписене тиесе тухма пуçланăранпа чăрмавсем çук. Шупашкарти пĕрлехи диспетчер службинче куллен ĕç мĕнлĕ пынине тишкерсе, тимлесе тăраççĕ. Видеосăнав мĕлĕпе кунта хулари урамсенче ĕç-пуç еплерех йĕркленнине пăхса тăма, йывăрлăхсем сиксе тухсан васквалă йышăну тума май пур. Хулара пурăнакансем те час-часах кунта тĕрлĕ ыйтупа шăнкăравсем вĕçтереççĕ. Юра тирпейлессине кăçалтан урăхла майпа татса пама тивнĕ. Хĕл пуçлансанах юр купи хулипех нумай пулнă пулсассăн, халĕ ăна Çĕнĕ Шупашкарти полигона тиесе тухаççĕ. Ăна ирĕлтерсе тирпейлес хатĕр те ĕçлеме пуçланă. ВЛАДИСЛАВ УТКИН: «Çул-йĕрсене те ремонт тăватпăр, остановкăсене, тротуарсене тасататпăр. Кунне пирĕн çĕр ытла çын ал ĕçĕпе ĕçлет, техникăсăр тата çĕр ытла çын ĕçлет, хулана тухать, хĕлле 90 ытла автотранспорт «Дорэкс» кăна ĕçлет. Тата эпир техникăна арендăна илетпĕр, юр çунă хыççăн кунне пирĕн 120-130 транспорт тухма пултарать ĕçлеме хула урамĕсене». Çул-йĕре тирпейлесе пăхса тăрас тытăмра вăй хуракансем хăйсен ĕçне яваплă пурнăçлаççĕ. Кил картишĕсене юр куписенчен ал вĕççĕн кĕреçепе ывăтаççĕ-и, руль умĕнче-и вĕсем – хулана тирпей кӳреççĕ. Ĕçе тулли кăмăлпа пурнăçлама тăрăштпăр теççĕ кунта вăй хуракансем. ВАЛЕРИЙ СЕМЕНОВ: «Пирĕн виçĕ бригада. Колоннăра 7-8 машин ĕçлетпĕр. Кунĕпе саккăртан смаккăрччен ĕçлетпĕр, кайран напарникпе улшăнатпăр. Вăл та çавăн пекех ĕçлет».