Тыр-пул пӳлмене кĕрет
Чăваш Енре пур районта та вырмана пуçăнчĕç. «Ылтăн пĕрчĕ» пӳлмене кĕрет е сутлăха каять. Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ утă уйăхĕн вĕçĕнчех хуçалăхсенчен тĕш-тырă йышăнма пуçларĕ. Пĕрлешĕве кунсерен сахалтан та 10 КамАЗ килет. Чăваш Енри нумай ял хуçалăх предприятийĕ апат-çимĕç фончĕпе килĕштерсе ĕçлет. Вăл шутра – Етĕрне районĕнчи «Герой» пĕрлешӳ те. Сергей Бармин ертӳçĕ каланă тăрăх, çуркунне тата кĕркунне хуçалăх фонд урлă им-çам илсе тăрать. «Çĕре пулăхлатакан хутăш яланах паха, çитменнине кирлĕ чухлĕ тата вăхăтра туянма пулать», – тет Сергей Вальерьевич. Вырма вăхăтĕнче вара «Герой» хуçалăх апат-çимĕç фондне тĕш-тырă кӳрсе килет. Кăçал вĕсем кунта 2 000 тонна çитересшĕн, 500 тонна ыраш кӳрсе килнĕ те. «Черетре ларса вăхăт çухатмастăн – чи пахи çак», – тет хуçалăх ертӳçи. ЮРИЙ ВОЛКОВ: «Тыр-пул пахалăхне эпир кунта кашни партине лаборатори витĕр тĕрĕслесе кĕртетпĕр. Ăна, кайран, типĕтмелле пулсан типĕтсе склада хуратпăр. Хальхи вăхăтра пирĕн типĕтмелли икĕ сушилка ĕçлет. Икĕ сменăпа ĕçлетпĕр». Лабораторире тыр-пул пахалăхне хăвăрт тĕрĕслесе параççĕ. Сăмахран, тулă кăтартăвне икĕ сехетре, ырашăнне – сехетре пĕлме пулать. НАТАЛИЯ ПАВЛОВА: «Эпир кунта тырă пахалăхне тĕрĕслетпĕр. Складсене, хăш склада мĕнле тырă хумаллине». Вырма вăхăтĕнче кашни сехет шутра. Çакна мала кăлараççĕ те Чăваш Республикин апат-çимĕç фондĕнче. Çаванпах ĕнтĕ «ылтăн пĕрчĕ» хуçалăхсенчен килме пуçличчен пур техникăна та йĕркене кĕртнĕ. Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕн тĕп директорĕ Александр Богданов каланă тăрăх, пĕрлешӳ хĕрӳ тапхăрта ял хуçалăх предприятисене пулăшас тĕллевпе темиçе сменăпа ĕçлет, çитменнине, канмалли кунсемсĕр. Алина Сусметова, Милена Алексеева, Бахтияр Велиев Чăваш Енре пур районта та вырмана пуçăнчĕç. «Ылтăн пĕрчĕ» пӳлмене кĕрет е сутлăха каять. Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ утă уйăхĕн вĕçĕнчех хуçалăхсенчен тĕш-тырă йышăнма пуçларĕ. Пĕрлешĕве кунсерен сахалтан та 10 КамАЗ килет. Чăваш Енри нумай ял хуçалăх предприятийĕ апат-çимĕç фончĕпе килĕштерсе ĕçлет. Вăл шутра – Етĕрне районĕнчи «Герой» пĕрлешӳ те. Сергей Бармин ертӳçĕ каланă тăрăх, çуркунне тата кĕркунне хуçалăх фонд урлă им-çам илсе тăрать. «Çĕре пулăхлатакан хутăш яланах паха, çитменнине кирлĕ чухлĕ тата вăхăтра туянма пулать», – тет Сергей Вальерьевич. Вырма вăхăтĕнче вара «Герой» хуçалăх апат-çимĕç фондне тĕш-тырă кӳрсе килет. Кăçал вĕсем кунта 2 000 тонна çитересшĕн, 500 тонна ыраш кӳрсе килнĕ те. «Черетре ларса вăхăт çухатмастăн – чи пахи çак», – тет хуçалăх ертӳçи. ЮРИЙ ВОЛКОВ: «Тыр-пул пахалăхне эпир кунта кашни партине лаборатори витĕр тĕрĕслесе кĕртетпĕр. Ăна, кайран, типĕтмелле пулсан типĕтсе склада хуратпăр. Хальхи вăхăтра пирĕн типĕтмелли икĕ сушилка ĕçлет. Икĕ сменăпа ĕçлетпĕр». Лабораторире тыр-пул пахалăхне хăвăрт тĕрĕслесе параççĕ. Сăмахран, тулă кăтартăвне икĕ сехетре, ырашăнне – сехетре пĕлме пулать. НАТАЛИЯ ПАВЛОВА: «Эпир кунта тырă пахалăхне тĕрĕслетпĕр. Складсене, хăш склада мĕнле тырă хумаллине». Вырма вăхăтĕнче кашни сехет шутра. Çакна мала кăлараççĕ те Чăваш Республикин апат-çимĕç фондĕнче. Çаванпах ĕнтĕ «ылтăн пĕрчĕ» хуçалăхсенчен килме пуçличчен пур техникăна та йĕркене кĕртнĕ. Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕн тĕп директорĕ Александр Богданов каланă тăрăх, пĕрлешӳ хĕрӳ тапхăрта ял хуçалăх предприятисене пулăшас тĕллевпе темиçе сменăпа ĕçлет, çитменнине, канмалли кунсемсĕр. Алина Сусметова, Милена Алексеева, Бахтияр Велиев