Пĕчĕк тата вăтам услам вăй илет
Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам услам ĕçне пуçаракансен тата хăйсене ĕçпе тивĕçтерекенсен хисепĕ темиçе хут ӳснĕ. Çакă республика ертӳлĕхĕ тивĕçлĕ майсем туса панипе çыхăннă. Кун пирки паян экономикăн Аслă канашĕн ертӳçи Анатолий Аксаков пĕлтерчĕ. Экономика тытăмĕ тĕпрен улшăнса пырать. Пĕчĕк тата вăтам услама пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене аталантарма çĕнĕ тĕревсем пурнăçланаççĕ. 2007 çулта йышăннă федераци саккунне хальхи лару-тăрăва шута илсе пăхса тухмаллине палăртрĕç канашлура. Кашни тытăма улшăнусем кĕртмелле. Сăмахран, промышленность. Кунта налуксене чакармалла. Пĕчĕк тата вăтам услама туризма та явăçтармалла. Курорт налукне пуçтарма пăрахăçласси çакна тума май памалла. МАРИНА ИБРАГИМОВА: «Чăваш Ен Правительстви пире пулăшса пырать. Пандеми вăхăтĕнче пирĕн расхутсене тӳрех саплаштарчĕç. Халĕ лару-тăру çăмăлтарах. Чăваш Енрен кăна мар, ытти регионтан та канма килеççĕ». Влаç тытăмĕ тата услам тачă çыхăнса ĕçлемелле. Пĕр-пĕрне пулăшса пырсан анчах тĕревсен витĕмлĕхĕ пулĕ. БОРИС АНДРЕЕВ: «Пирĕн республикăра усламçăсене ĕçлемешкĕн пĕр енчен çăмăлах мар, тепĕр енчен çăмăллăхсем нумай пирĕн. Паянхи кун усламçăсем пурте вĕсене ĕçленĕ чухне сахалтарах чăрмантармашкăн ыйтаççĕ. Административлă барьерсем сахалтарах пулччĕр. Вара усламçăсем лайăхрах ĕçлеме майĕсем, усси ытларах пулĕ». Административлă чăрмавсене чакармаллине ларура та палăртрĕç. Йĕркене пĕрремĕш хут пăссан штрафламалла мар, асăрхаттармалла. Штраф виçине те пĕчĕклетмелле. Пĕр хут тĕрĕслесен – пĕр чару пулмалла, вĕсене хушмалла мар. Влаç тата услам тăтăшах тĕл пулсан, çивĕч ыйтусене палăртсан, пĕрле вĕсене татса пама та çăмăлтарах пулĕ. Алексей Зотиков, Игорь Зверев, Георгий Кривошеин