Паттăрсене асăнса

Çĕршыва хӳтĕлесси – чи яваплă та сăваплă тивĕçсенчен пĕри. Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсемшĕн нарăсăн 23-мĕшĕ – уяв. 20-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче йĕркеленнĕскер паян та пĕлтерĕшне çухатмасть. Шупашкарти «Çĕнтерӳ» асăну комплексĕнчи Мухтав монуменчĕ умне паттăрла пуç хунисене асăнса чечек çыххисем хучĕç. Унта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Александр Кочетов Совет Созен Геройĕ ячĕпе хисепленсе тăракан Атăлçи федераци округĕнчи чăваш кадет корпусĕнче ăс пухакансем вахтăра тăчĕç. Вĕсем вĕренӳре анчах мар, тĕрлĕ ăмăртура, олимпиадăра, гражданла патриотизм енĕпе çыхăннă мероприятие хутшăнса пысăк кăтартусемпе палăрнă. «Тĕрлĕ ăрăва пĕрлештерекен уяв Раççей салтакĕсен паттăрлăхĕпе хăюллăхне кăтартать, хăйсен пурнăçне шеллеменнине, вĕсем тăван ене чунтан парăнса тăнине сăнарлать. Чăваш Енре пурăнакансем çĕршыв ырлăхĕшĕн яланах тивĕçлипе вăй хунă. Сумлă ветерансен паттăрлăхне эпир яланах астра тытса пурăнăпăр тата мăнаçланăпăр, çав паха тĕслĕхпе çамрăксене пăхса çитĕнтерес ĕçре анлăн усă курăпăр», – терĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламланă май

12+
17 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии