Хытă каяшсене тирпейлесси
Хытă каяшсене тирпейлес ыйту паян та тимлĕхре. Çÿп-çапа уйрăм пухса ăна иккĕмĕш пурнăç парнелес ĕç хальлĕхе республикăра уксахлать. Республикăра çак тытăмпа çыхăннă ĕç-пуçа тишкерсе улшăнусем кĕртмеллине Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура сӳтсе яврĕç. Кирек епле тытăмра та ĕçсене пурнăçлама пĕрлĕхлĕ йĕрке пулмалла. Хытă каяшсене тирпейлесси те чăн малтан уйрăм çынран пуçланать. Хытă каяшпа тимленĕ чухне çут çанталăка сиен кӳмелле мар, çавăнпа та полигонсем йĕркеленĕ чухне сыхлăх йĕркине те çирĕп пăхăнмалла, палăртрĕç ларура. Паяна хытă каяшсене тирпейлес ĕçĕн çул-йĕрне улшăнусем кĕртнĕ – сывлăха сиен кӳрекен хутăшсемпе палăрса тăракан каяшсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вăл шутра ртутьлă кирлĕ мар хатĕр те, çутăпа тивĕçтерекен лампочка таврашĕсем те çыннăн сывлăхне тата çут çанталăка сиен кӳме пултарать. Çакна май, вĕсене пухса тирпейлес ĕçе çирĕп йĕркелемеллине палăртрĕç пухăннисем