Ачине вĕлернĕшĕн 12 çула — тĕрмене
Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркассинче пурăнакан çемьере пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче харкашу пулнă. Арăмĕ упăшкине çилленсе ачине тавăрма шухăшланă. Хирĕçтăру мĕнпе вĕçленнĕ-ха? Кун пирки – малалла. АЛИНА САВЕЛЬЕВА: «Чăваш Республикин Аслă сучĕ Шупашкар районĕнче пурăнакан 43 çулхи хĕрарăма хăй пĕчĕк ачине вĕлернĕшĕн приговор кăларнă. Приговорпа килĕшӳллĕн, çак хĕрарăм пĕлтĕр ача ашшĕпе хирĕçнĕ хыççăн ăна тавăрас тесе хăйĕн ачине ятарласа вĕлерес шухăшпа питне япаласемпе хупланă. Çавăнпа ача сывлăш çитменнипе тӳрех вилсе кайнă. Çак преступление тунăшăн хĕрарăма 12 çул ирĕкрен хăтармалла тунă».